Опытлă специалист
Кирек хăçан та пулăшма тăрăшать
Татьяна Максимова Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче ĕçлет. Вăл — участок медицина сестри. Пациентсем те, ĕçтешĕсем те ăна яваплă пулнăшăн, кирек хăçан та пулăшма тăрăшнăшăн хисеплеççĕ. Татьяна Алексеевна — ĕç ветеранĕ, хастарлăхшăн чылай Хисеп грамотипе Тав хутне тивĕçнĕ.
Илья Клочков сăнÿкерчĕкĕ.
Шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă
Сиплевре пысăк опыт пухнă
Çĕнĕ Шупашкар хула больницин 1-мĕш поликлиникинче С.Антонова 20 çул ĕçлет. Вăл — кăнтăрлахи стационарăн аслă медсестри. Светлана Вениаминовна Элĕк районĕнчи Çулавăçра çуралса ÿснĕ, Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче фельдшерта ĕçленĕ. Çемье çавăрсан Çĕнĕ Шупашкара куçнă. Çултан-çул пĕлĕвне ÿстерсе пынă, сиплевре пысăк опыт пухнă. Ĕçри хастарлăхшăн, пуçаруллă пулнăшăн, хăйĕн тивĕçне чăн-чăн яваплăхпа пурнăçланăшăн ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн Тав çырăвĕпе, чылай Хисеп хучĕпе чысланă. «Пирĕн стационара тĕрлĕ чиртен сипленме килеççĕ. Пациентсем врачсемпе медсестрасен ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ. «Эсир пире эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа, чун ăшшипе сиплетĕр. Тавах», — тесе хавхалантараççĕ. Вĕсен чĕререн каланă сăмахĕсем пирĕншĕн уйрăмах хаклă», — палăртать Светлана Антонова.
Роза ВЛАСОВА сăнÿкерчĕкĕ.
Кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри
Татьяна Ермолаева республикăн кардиологи диспансерĕнче çирĕм çула яхăн ĕçлет. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Паян Татьяна Николаевна - диспансерăн кардиохирурги уйрăмĕн чи пултаруллă кардиологĕсенчен пĕри, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.