Комментари хушас

16 Пуш, 2016

Сиплевре пысăк опыт пухнă

Çĕнĕ Шупашкар хула больницин 1-мĕш поликлиникинче С.Антонова 20 çул ĕçлет. Вăл — кăнтăрлахи стационарăн аслă медсестри. Светлана Вениаминовна Элĕк районĕнчи Çулавăçра çуралса ÿснĕ, Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче фельдшерта ĕçленĕ. Çемье çавăрсан Çĕнĕ Шупашкара куçнă. Çултан-çул пĕлĕвне ÿстерсе пынă, сиплевре пысăк опыт пухнă. Ĕçри хастарлăхшăн, пуçаруллă пулнăшăн, хăйĕн тивĕçне чăн-чăн яваплăхпа пурнăçланăшăн ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн Тав çырăвĕпе, чылай Хисеп хучĕпе чысланă. «Пирĕн стационара тĕрлĕ чиртен сипленме килеççĕ. Пациентсем врачсемпе медсестрасен ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ. «Эсир пире эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа, чун ăшшипе сиплетĕр. Тавах», — тесе хавхалантараççĕ. Вĕсен чĕререн каланă сăмахĕсем пирĕншĕн уйрăмах хаклă», — палăртать Светлана Антонова.

Роза ВЛАСОВА сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.