Опытлă специалист

2 Пуш, 2016

Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр

Шупашкар хулинчи 3-мĕш ачасен больницинче хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан опытлă специалист чылай. Вĕсен йышĕнче - клиника-диагностика лабораторийĕн заведующийĕ, пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр В.Петровская та.

24 Нарăс, 2016

Хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать

Республикăн туберкулезпа кĕрешекен диспансерĕнче опытлă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Людмила Семеновна Клеверова рентгенолог, иккĕмĕш квалификаци категориллĕ тухтăр. Вăл хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать.

Сăнÿкерчĕке диспансер сайтĕнчен илнĕ.

17 Нарăс, 2016

Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Хисеп грамотипе наградăланă

Пĕтĕмĕшле практика /çемье/ врачĕ Ольга Васильева Шупашкар хулин 7-мĕш больницин 1-мĕш поликлиникинче ĕçлет. Вăл - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен ассоциацийĕнче тăрать. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн Ольга Витальевнăна Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп грамотипе наградăланă.

10 Нарăс, 2016

Сывлăхлă ÿсчĕр тесе нумай тăрăшать

Шупашкар хулин иккĕмĕш больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалист чылай. Вĕсен йышĕнче ача-пăча поликлиникинче ĕçлекен Роза Шугурова педиатра палăртмалла. Роза Михайловна - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр, вăл пĕчĕк пациентсем сывлăхлă ÿсчĕр тесе нумай тăрăшать.

Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.

16 Раштав, 2015

Медицина аптекине халăх йышлă çÿрет

Вăрмар райповĕн поселокра вырнаçнă медицина аптекине халăх йышлă çÿрет. Районти ялсенчен те, Тутар Республикинчи ялсенчен те килеççĕ.

Pages