Медицина аптекине халăх йышлă çÿрет

16 Раштав, 2015

Вăрмар райповĕн поселокра вырнаçнă медицина аптекине халăх йышлă çÿрет. Районти ялсенчен те, Тутар Республикинчи ялсенчен те килеççĕ. "Çынсене ассортимент пуянни, çитĕннисем валли кăна мар, ачасем валли те сывлăхшăн усăллă тавар çителĕклĕ пулни, пенсионерсене ăна виçĕ процент йÿнетсе сутни, дисконт карттисемпе усă курма май пурри килĕшет", - палăртать аптека заведующийĕ Алефтина Николаевна Федорова. Вăл Хусанти фармацевтика училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ, опытлă специалист хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Унпа пĕрле ĕçлекен Елена Михайловна Иванова маркировщица та ырă сăмаха тивĕçлĕ.

 

А.ЛУКИЯНОВА сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.