Опытлă, яваплă специалист
Муркаш районĕн тĕп больницинче халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеççĕ, час-часах ятарлă мероприятисем ирттереççĕ. Чирлĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтересси те - тĕп вырăнта. Больницăра опытлă, яваплă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен Елена Кожевникова дерматовенеролог тухтăра палăртмалла. Елена Михайловна Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен 2006 çулта вĕренсе тухнă. Пултаруллă тухтăр республикăри дерматовенерологсен обществинче тăрать.
Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.