Наркотĕрĕслев

21 Юпа, 2015

Çакланнă!

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ кунсенче наркополицейскисем преступниксен ушкăнне тытса чарнă.

Чи малтан наркотĕрĕслев ĕçченĕсен куçĕ тĕлне Шупашкар çынни лекнĕ. Унччен те судпа айăпланнăскер тÿрĕ çул çине тăрас темен курăнать. Гашиш сутма пикеннĕскере пакунлисем тытса чарнă. Арçын айăпне çирĕплетекен хутăш та алă айĕнчех пулнă - автомобиль салонĕнче 30 грама яхăн наркотик тупнă.

21 Юпа, 2015

Ачасен сывлăхĕшĕн

Чăваш Енре Раççей шайĕнчи «Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн» акци иртет. ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкарти коопераци техникумĕнче черетлĕ профилактика мероприятийĕ ирттерчĕç.

25 Çурла, 2015

Çивĕч ыйтусене пĕрле татса памалла

Правительство çуртĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Профилактика ĕçĕшĕн яваплă органсем çул çитменнисен хушшинче çапкаланчăклăха, йĕркене пăснине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсене терроризмран, криминаллă ĕç-хĕлтен, ачасен сывлăхне сиен кÿрекен информацирен сыхлассине, ача усрама илекен çемьесен институтне вăйлатассине сÿтсе яврĕç.

Ларăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Культура министерствисен, ШĔМ ытти тытăм представителĕсем, хутшăнчĕç.

25 Çурла, 2015

Усала тымар яма чăрмантар

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ - юлашки çулсенче наркомани этемлĕхшĕн чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Çак усал кашни çыннах пырса тивме, пысăк сăтăр тума пултарать. Телее, Чăваш Енре наркоманипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхĕ палăрмасть-ха. «Республикăра наркоманипе çыхăннă лару-тăрăва сăнасах тăратпăр. Пирĕн паянхи тĕллев - çак усала тарăн тымар яма чăрмантарасси», - терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне уçнă май.

25 Çурла, 2015

«Мăкăнь» операци пырать

Чăваш Енри наркополицейскисем ЧР ШĔМ ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче Вăрмар районĕнче 29 çулти Шупашкар çынни ларса пынă автомашинăна чарнă. Салонра водительсĕр пуçне тата икĕ пассажир пулнă.

Pages