Комментари хушас

25 Çурла, 2015

Усала тымар яма чăрмантар

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ - юлашки çулсенче наркомани этемлĕхшĕн чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Çак усал кашни çыннах пырса тивме, пысăк сăтăр тума пултарать. Телее, Чăваш Енре наркоманипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхĕ палăрмасть-ха. «Республикăра наркоманипе çыхăннă лару-тăрăва сăнасах тăратпăр. Пирĕн паянхи тĕллев - çак усала тарăн тымар яма чăрмантарасси», - терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне уçнă май. Правительство çуртĕнче эрнекун иртнĕ канашлăва наркотиксемпе кĕрешекен патшалăх комитечĕн аппарачĕн ертÿçин çумĕ - федерацин Атăлçи округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Борис Жгучев та хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич каланă тăрăх - наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне яваплă мĕнпур влаç органĕ пĕрле тухăçлă ĕçленĕрен «çăварлăхлама» май килнĕ. «Çав вăхăтрах тепĕр синкер - наркопреступлени тунăшăн çул çитмен çамрăксене пĕрремĕш хут профилактика енĕпе шута илесси тата саккуна пăснăшăн уголовлă явап тытарасси - вăй илнĕ. Статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - ачасенчен кашни иккĕмĕшĕ наркотиксем çинчен Интернет урлă пĕлет. «Шурă вилĕм» сарăлакан çул-йĕр те улшăнсах тăрать. Ăна апатлану пункчĕсенче, суту-илÿ центрĕсенче, каçхи барсенче сутаççĕ. Çын инкекĕ çинче пуйма ăнтăлакансем темĕн те шухăшласа кăлараççĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Енре наркотиксемпе психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕнчен сыхланас тĕллевпе пĕлтĕрхи май уйăхĕнче ятарлă программа йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртме 2016-2018 çулсем валли бюджетран уйăракан укçа калăпăшне ÿстерме палăртаççĕ. М.Игнатьев наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракансене реабилитацилессипе тата ресоциализацилессипе çыхăннă ĕç-хĕле вăйлатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин наркотиксене хирĕç кĕрешекен патшалăх политикине пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсемпе ирттернĕ ларура реабилитацин комплекслă тытăмне йĕркелессине хăвăртлатма хушрĕ. Паян граждан обществин тата патшалăхăн мар реабилитаци центрĕсен ку енĕпе пĕрле ĕçлемелле», - терĕ Михаил Васильевич.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх - хальхи вăхăт тĕлне комплекслă реабилитаци тытăмне икĕ пайран - медицина тата социаллă - йĕркеленĕ. Патшалăхăн социаллă пулăшу тытăмĕнчи реабилитаципе ресоциализацин социаллă компоненчĕ наркоманипе чирлисене пуçламăш тапхăрта тупса палăртать. Медицина, яваплă ытти тытăм ĕçченĕсем наркотиксемпе çыхланнă ачасене, çемьсене, колонисенчен ирĕке тухакансене куçран вĕçертмеççĕ. Республикăри наркологи тата неврологи диспансерĕсем, Улатăрти психиатри больници, район больницисенчи наркологи кабинечĕсем çак ушкăнрисене сăнасах тăраççĕ, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, реабилитаци ĕç-хĕлне пурнăçласа пыраççĕ.

ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби те наркоманипе чирлекенсене, тĕрме-колонирен тухакансене тÿрĕ çул çине тухма пулăшас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Служба ертÿçи Сергей Викторов ведомство çак ушкăнрисене юрăхлă ĕç вырăнĕ тупса пани çинчен пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех реабилитаципе ресоциализаци ĕç-хĕлне пурнăçлас тĕллеве тĕпе хурса республикăра тата коммерцилле мар пилĕк организаци регистрациленнĕ. Анчах темле сăлтавсене пула вĕсем халĕ те тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнайман-ха. Хальхинче комисси ларăвне çакăн йышши икĕ организаци представителĕсем хутшăнчĕç, хăйсем малашне ку енĕпе пусăм туса ĕçлессине пĕлтерчĕç, проекчĕсемпе паллаштарчĕç.

«Сывă наци» общество çул çитменнисен хушшинче профилактика ĕçĕн пĕрлехи тытăмне туса хума палăртать. Вĕсем Шупашкар хулинче пурăнакан, наркотиксен серепине лекнĕ çамрăксене пулăшма «Пурнăç картлашкисем» ятлă проект хатĕрленĕ. «Чи çивĕч ыйту вăл - тĕрлĕ хутăш нумайланни, вĕсене Интернет урлă анлă сарни, - терĕ организаци председателĕ Кирилл Лукин. - Çамрăксем наркотике йывăр чир вырăнне йышăнмаççĕ. Пĕрре тутанса пăхатăп та урăх тытмастăп - çапла шухăшлать чылайăшĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене наркотик хăрушă пулнине ĕнентересси, çак чăнлăха йышăнтарасси». «Сывă наци» пĕрлĕх çак ĕçе студентсене анлăн явăçтарма тăрăшать. «Çамрăк çамрăка аванрах ăнланать. Хăйпе тантăш çын сăмахне ытларах ăша хывать», - çапла шухăшлать К.Лукин.

«Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн проекчĕ «Маяк» ятлă. Ăна ВИЧ-инфекциллĕ, наркомани серепине лекнĕ çынсене пулăшма туса хатĕрленĕ. Уйрăмăн обществăпа çыхăну йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен председателĕн çумĕ Ольга Абукина каланă тăрăх - ушкăнра 25 çын пулĕ. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерсе усал çак чиртен сывалма, йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнмашкăн хăнăхма вĕрентĕç.

Михаил Игнатьев кружоксемпе секцисене çÿрекен ачасем куç умĕнче пулнине, вĕсене пăхса-сăнаса тăма ансатраххине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл çамрăксен общество организацийĕсем урлă çитĕнекен ăрăва пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшакан идеологи ĕç-хĕлне йĕркелемелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсене социо-психологи тата медицина тесчĕ витĕр кăларасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каланă тăрăх - 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче тестировани февраль-март уйăхĕсенче иртнĕ. 15 çултан аслăраххисене, хăйсем килĕшсен, тĕрĕсленĕ. Çак меслет ача наркотиксемпе явăçас хăрушлăх пуррине маларах тупса палăртма май парать.

2011-2015 çулсенче наркологи службине модернизацилес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. «Тĕллевсене пурнăçа кĕртме 43,382 млн тенкĕ уйăрнă, - пĕлтерчĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова. - Ку укçапа медицина оборудованийĕ туяннă, сиплев учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, специалистсене вĕрентсе хатĕрленĕ».

Борис Жгучев наркоманипе кĕрешес енĕпе региона пысăк хак пачĕ, Чăваш Ен ĕç пахалăхĕпе, право хуралĕн органĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлас, профилактика ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе Атăлçи округĕнче чылай малта пулнине палăртрĕ. «Çакă - республика ертÿлĕхĕ, администраци тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕ. Куратăп, кунта промышленноçа аталантарассишĕн кăна тăрăшмаççĕ. Спорт об<екчĕсем те хута каяççĕ. Çакă çынсене киревсĕр йăларан пистерме пулăшать», - терĕ Борис Русланович.

Çамрăксене спортпа, пархатарлă ытти ĕçе явăçтармаллине республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев те палăртрĕ. «Çамрăксене вăхăта усăллă ирттерме майсем туса парсан вĕсен усалли çинчен шухăшлама вăхăт юлмасть», - терĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.