Ачасен сывлăхĕшĕн

21 Юпа, 2015

Чăваш Енре Раççей шайĕнчи «Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн» акци иртет. ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкарти коопераци техникумĕнче черетлĕ профилактика мероприятийĕ ирттерчĕç.

Пулас экономистсемпе тата финансистсемпе «Сывă наци» общество организацийĕн, çар искусствисен шкулĕн ертÿçисем, наркодиспансер представителĕсем тĕл пулчĕç. Наркотиксемпе туслашни çамрăксене преступлени çулĕ çине илсе тухни, саккунпа урлă пулни мĕн патне илсе çитерни - çак ыйтусем калаçăвăн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕç. «Паян наркомани алкоголизмран та хăрушăрах. Пĕрре тутанса пăхсанах çын ĕмĕрлĕх унăн серепине лекет, çак усалран хăпма çăмăл мар», - çапла пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен студентсем. Çамрăксем наркомани пурнăç тĕпне илсе анакан картлашка пулнине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

«Беркут» шкул ертÿçи О.Никифоров спортпа туслашсан усал шухăш-кăмăл валли вăхăт юлманни çинчен каларĕ. Унăн воспитанникĕсем «хапкидо» çар искусствине вĕренеççĕ. Спортăн çак тĕсĕ хăвăн тата тăшманăн вăйне алăра тытасси çинче никĕсленнĕ. Республикăри наркологи диспансерĕн врач-наркологĕ Л.Григорьева психоактивлă хутăшсем çын пурнăçне кÿрекен хăрушлăх çинчен каласа кăтартрĕ. Ку тытăмра нумай çул ĕçлекенскер халиччен наркоманирен туллин сывалакан никам та пулманни çинчен пĕлтерчĕ.