Таса алă, таса совеç

11 Пуш, 2016

ЧР çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин лайăх каларĕ: "13 çул, паллах, çавра дата мар, анчах çак цифра наркотик саракансемшĕн телейсĕр пултăр..." Федерацин наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем эрнекун хăйсен тытăмне туса хунăранпа 13 çул çитнине тата Наркотĕрĕслев ĕçченĕн кунне паллă турĕç.

Вĕсене саламлама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекенсемпе алла-аллăн ĕçлекен ытти тытăм ертÿçисем килнĕ.

Управлени ертÿçи Евгений Барсуков служба йĕркеленнĕренпе курăмлă ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Çак тапхăрта наркотик сарма хутшăннă 3 пин ытла çынна тытса чарса уголовлă майпа явап тыттарнă, 4,8 пин ытла наркопреступление уçса панă. Саккунсăр çаврăнăшран 420 кг ытла наркотик турса илнĕ. Çав шутра 11 килограмм - героин. Çапла вара "наркомафие" 220 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çак ĕç кăтартăвĕсенчен пĕри - пĕлтĕр республикăра сывлăх сыхлавĕн органĕсенче шутра тăракан наркомансен шучĕ пуçласа чакни.

Çапах Евгений Николаевич мĕн тунипе çырлахма юраманнине пусăм тусах палăртрĕ. Федераци службин директорĕ Виктор Иванов каланине аса илтерчĕ: "Пирĕн тĕрмесемпе колонисене ристансемпе тултарма мар, çынсене наркотиксен тыткăнĕнчен хăтăлмашкăн витĕм кÿме тăрăшмалла". Эппин, профилактика ĕçĕ çинчен те манма юрамасть. Ку енĕпе вара влаç органĕсемпе, общество организацийĕсемпе, пулăшу кÿме пултаракан ытти тытăмпа тачă çыхăну тытса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май управлени ертÿçи ăнăçлă чылай тĕслĕхе асăнчĕ. Сăмахран, 2014 çулхи кĕркунне республикăра "спайс" йышши çĕнĕ хутăшсем саракансене сиенсĕрлетнĕ май нумай çын наркăмăшланассине сирме пултарнă. Асăннă çулах управлени хăйĕн историйĕнчен пуçласа Уголовлă кодексăн 210 статйипе /преступниксен пĕрлĕхне йĕркелени/ уголовлă ĕç пуçарнă. Наркăмăша Интернет сечĕ урлă электрон тÿлев мелĕсемпе усă курса сарассине йĕркеленĕ пысăк виçĕ ушкăнăн саккунсăр ĕç-хĕлне тăрă шыв çине кăларни те - çак ретренех. Çав шутра - "Трезубец" текен ушкăн. Украина çыннисем йĕркеленĕскере сиенсĕрлетнĕ май пĕлтĕрхи раштавра пуçарнă уголовлă ĕç фигуранчĕсем йышĕ те пысăк - суд умне 19 çын тăрĕ.

Управлени йышне самаях чакарма тивнине пăхмасăр ăнăçлă ĕçленĕ. Паллах, лайăх ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен наркополицейскийĕсен ÿпкелеме сăлтав çук-тăр. Евгений Николаевич хăйне пăхăнса тăракансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене туллин татса панине кăмăллăн палăртрĕ. Кĕçех вара ĕç условийĕсем те лайăх пулĕç. Паян çак тытăм тĕп хулари Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă, халь вара Ярославль урамĕнче строительство пырать - управленин çĕнĕ администраци çурчĕ унта пулĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркополицейскисене тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав турĕ. Туртса илнĕ наркотиксен виçине, тытса чарнă преступниксен шутне кăтартакан цифрăсен хыçĕнче çăлса хăварнă вун-вун, çĕр-çĕр пурнăç пулнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах наркомани экономикăна та пысăк сиен кÿрет, "мĕншĕн тесен наркотиксемпе усă куракансен тĕп йышĕ - вăйпитти, çанă тавăрса ĕçлемелли çулсенчи çынсем". Çийĕнчен наркомансене сиплемешкĕн бюджет укçине те нумай тăкаклама тивет.

Бюджет укçи вара паянхи çăмăл мар условисенче ытти тĕллев валли те кирлĕ. Михаил Васильевич республикăри ĕç-пуçа çаплах тĕксĕм тĕспе сăнланине астумастăп - хальхинче пытармарĕ: "Халăхăн тупăшĕ чакнă. Республикăра пурăнакансен 55% хăйсен тупăшĕ пĕчĕкленнине палăртать, çынсен хаксем ÿсни пирки калаççĕ". Эппин, çак лару-тăрура сахал тупăшлă çынсене пулăшма тăрăшмалла. Михаил Игнатьев ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме уйăракан субсиди валли 20: ытларах укçа хывса хăварни çинчен каларĕ. Ипотека валли те укçа пулать: Мускав заемщиксене 12% виçепе кредит парассине ырланă. Çавăн пекех республика "Çурт-йĕр" программа валли укçа илĕ - черетре тăракансене каялла тавăрса памалла мар субсиди памашкăн 600 млн тенкĕрен кая мар пулĕ.

Çулсем пирки те сăмах пулчĕ. Çанталăк витĕмне пула çулсем япăхланнине палăртнă май Михаил Васильевич тепĕр чух çулсене юсанин пахалăхĕ тивĕçтерменнине те пытармарĕ. Чăваш Ен çĕнĕ шкулсем тăвас ĕçе пуçăнать. Ку ĕç валли Мускав регионсене пысăк укçа парса пулăшать. Çак программăпа тума пуçлакан пирвайхи шкул тĕп хулари Гладков урамĕнче çĕкленĕ - 1,1 пин вырăнлăх. 10 çулта республикăра пĕтĕмпе 32 шкул тумалла е реконструкцилемелле. Çакăн валли 12 млрд тенкĕ ытла кирлĕ.

Управлени ĕçченĕсене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та саламларĕ. "Аллăр та, совеçĕр те таса пулччăр - ун чухне ĕç ăнатех", - ăнăçу сунчĕ вăл пакунлă çынсене.

...Савăнăçлă пуху савăнăçлă пулăмпа вĕçленчĕ - наркополицейскисене наградăланипе. Медальсем, тава тивĕçлĕ ятсем, черетсĕр званисем... Тĕрлĕ должноçра ĕçлекен Андрей Григорьева, Фаат Бакусева, Алексей Лявкина, Евгений Ефремова, Олег Авреньева тата ыттисене чыса тивĕçнĕ ятпа ĕçтешĕсем, хăнасем алă çупса саламларĕç.

Николай КОНОВАЛОВ