Комментари хушас

25 Çурла, 2015

Çивĕч ыйтусене пĕрле татса памалла

Правительство çуртĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Профилактика ĕçĕшĕн яваплă органсем çул çитменнисен хушшинче çапкаланчăклăха, йĕркене пăснине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсене терроризмран, криминаллă ĕç-хĕлтен, ачасен сывлăхне сиен кÿрекен информацирен сыхлассине, ача усрама илекен çемьесен институтне вăйлатассине сÿтсе яврĕç.

Ларăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Культура министерствисен, ШĔМ ытти тытăм представителĕсем, хутшăнчĕç.

Сăмах май, ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕ профилактика ĕçне пысăка хурать. Наркополицейскисем право хуралĕн органĕсемпе, регионти яваплă министерствăсемпе пĕрле наркотиксене хирĕçле тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çамрăксемпе тĕл пулсан çĕклекен тĕп ыйту вăл - наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тунăшăн административлă тата уголовлă майпа явап тыттармалли йĕркесем, психотроплă япаласемпе усă курни мĕн патне илсе çитерессине тĕплĕн ăнлантарса парасси. Çулсерен управлени тата ытти тытăм тăрăшнипе «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!», «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн», «Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн», «Полици ачасене хÿтĕлет», «Полици тата ачасем», «Çул çитмен çамрăксем» акцисем йĕркелеççĕ. Çак мерпориятисем çул çитменнисем саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма, йывăрлăха лекнисене пулăшма, çивĕч ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх - вĕренÿ учрежденийĕсенче 4 пин ытла калаçу ирттернĕ, 1200 ытла рейд йĕркеленĕ. ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕ çулталăк пуçланнăранпа массăллă информаци хатĕрĕсенче наркотиксемпе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе 700 ытла информаци материалĕ кун çути кăтартнă.

Канашлăва хутшăннисем палăртнă тăрăх - консультаци, диагностика тата сиплев ĕçĕнче анонимлă меслетсемпе анлăрах усă курмалла, наркотиксене хирĕçле йĕркеленĕ социаллă рекламăна вăйлатмалла. Калаçу анлăланнă май республикăри муниципалитетсенчи вĕренÿ учрежденийĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пурри палăрчĕ. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май унта хутшăннисем профилактика мерисемпе усă курассине вăйлатма йышăнчĕç.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.