Наркотĕрĕслев

29 Ака, 2015

Спайс ăçтан тупăннă?

Çак хăрушă наркотик миçе çын пурнăçне татмарĕ-ши? Унччен ăна ирĕклĕнех сутнипе çамрăксем хушшинче вăл хăвăрт сарăлчĕ. Унăн çулне пÿлнĕ, сутма чарнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ темелле. Çапах хăшĕ-пĕри хăнăхнă йăларан ниепле те пăрăнасшăн мар. Наркотик танатине çакланнăскерсем ыттисене те хăйсем хыççăн туртаççĕ.

28 Ака, 2015

«Сывă шкул» проекта пĕтĕмлетрĕç

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкарти 30-мĕш шкулта «Сывă шкул» программăпа килĕшÿллĕн тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен çамрăксен хушшинче ку программа 2014 çултанпа пурнăçланать. Кăçалхи тапхăр Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн» акципе тÿр килчĕ. Управлени профилактика программине ачасене сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентес, наркотиксемпе психоактивлă япаласенчен пистерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕле вăйлатас тĕллевпе туса хатĕрленĕ.

25 Ака, 2015

Тупаççĕ...

РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем героин сарма хăтланнă çамрăка тытса чарнă. Таджикистанран тухнăскер республикăра çак мура сарасшăн пулнă.

36-ри арçын наркăмăша хăйне евĕр пытарнă. Кроссовки тĕпĕнче «арча» ăсталанă вăл. Унта пытарнă наркăмăшăн пĕр пайне сутма ĕлкĕрнĕ пулин те наркополицейскисем тытнă тĕле ыттине /130 грамм/ салатайман.

Таджикистанран тухнăскерне судпа айăпланă. Çирĕп йĕркеллĕ колонире 12 çул та 10 уйăх ирттерме тата 400 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ унăн.

Татьяна НАУМОВА.

25 Пуш, 2015

Ыйту яланхиллех çивĕч

Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра юлашки çулсенче наркоманипе чирлисен шучĕ чакса пынине палăртнă. Ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче те, пĕтĕмĕшле Раççейре те эпир лайăхрах кăтартусемпе палăрса тăратпăр. Наркотикпа çыхăннă преступленисене туллин уçса пама тăрăшни, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарни, спорта аталантарни, ытти йышши профилактика тата сиплев майĕсем кирлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Анчах çивĕч ыйту тата тăрăшуллăрах пулма хистет.

Pages