Наркотĕрĕслев

22 Кăрлач, 2016

Пысăк хак панă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Мероприятире çавăн пекех право хуралĕн, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем пулнă.

22 Кăрлач, 2016

Евгений Барсуков: «Кашни пĕлтерÿ пĕлтерĕшлĕ»

Юлашки вăхăтра республикăра наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăх енне улшăннине час-часах палăртаççĕ. Çак чăнлăха РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков генерал-майор статистикăн типĕ хисепĕсемпе тата чĕрĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

19 Раштав, 2015

Ешĕл хунав хуçăлсан...

Шупашкарти «Волжский» кинотеатр тунтикун Владимир Синяев режиссер ÿкернĕ «Ветки» илемлĕ фильм курма йыхравларĕ. «Илемлĕ фильм» тени те, ячĕ те ансат илтĕнет те, премьерăна хаклама пуçтарăннă халăх пысăк экран умне уçă кăмăл-туйăмпа вырнаçрĕ. Наркоманипе çыхăннă кино иккенне пĕлни çеç кăштах сисчĕвлентерчĕ-тĕр. Унăн витĕмĕ чуна çав таран çÿçентерессе, кĕлетке тăрăх сивĕ хумпа чупасса никам та кĕтменччĕ ахăр.

21 Чÿк, 2015

Амăшĕсем - наркотике хирĕç

Çывăх çынсен юратăвĕ

Манăн алăра - амăшĕн çырăвĕ. Куççуль витĕр шăрçаланăскерпе хаçат вулаканĕсене те паллаштарас килет. Çук, темле пулсан та алли усăнман хĕрарăмăн.

«Пирĕн алăкран инкек шаккарĕ. Эпир ывăл наркотик авăрне лекнине пĕлтĕмĕр. Çемьере вăрçă-харçă пуçланчĕ, пĕр-пĕрне ăнланманлăх хуçаланчĕ. Ывăл килтен тухса тарма пуçларĕ. Ăна чарма хăтлантăмăр. Анчах вăл киле таврăнмассипе тата хăй çине алă хурассипе хăратрĕ. Упăшкапа уйрăласси патнех çитрĕмĕр. Пирĕн тепĕр ывăл çитĕнет, анчах ун пирки шухăшлама вăхăт та юлмарĕ.

21 Юпа, 2015

Кăмакара çунтарнă

«Кăçалхи тăхăр уйăхра ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕ 299 преступление тупса палăртнă. Уголовлă ĕç пуçарнă вăхăт тĕлне вунă килограмм ытла наркотик, çак шутра мăкăнь улăмĕ, героин, марихуана, гашиш, синтетика хутăшĕсем, туртса илнĕ», - пĕлтерет управленин пресс-служби.

Pages