Пысăк хак панă

22 Кăрлач, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Мероприятире çавăн пекех право хуралĕн, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем пулнă.

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков ведомствăн 2015 çулхи оперативлă тата служба ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Генерал-майор палăртнă тăрăх - наркотик саракансен çулне пÿлес тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçленĕрен регионта наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăх енне улăштарма май килнĕ, наркоманипе пуçласа чирлекенсен шучĕ чакни те сисĕнет. Федерацин Атăлçи округĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан Чăваш Енре пĕтĕмĕшле наркотизаци шайĕ 1,6 хут пĕчĕкрех.

Наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру лайăхланнине çавăн пекех "наркомани", "наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă курни" диагноз лартнисен йышĕ чакни, наркологи учрежденийĕсенче учетра тăракан çул çитмен çамрăксем сахалланни çирĕплетет. Кунсăр пуçне пĕлтĕр наркопреступленисен шучĕ те ÿсмен. 2015 çулта право хуралĕн органĕсем Чăваш Енре наркотиксемпе çыхăннă 858 преступлени тупса палăртнă. Уголовлă ĕç пуçарнă тĕле саккунсăр çаврăнăшран 29 килограмм ытла наркотик, психотроплă тата хăватлă витĕм кÿрекен препаратсем туртса илнĕ.

Юрий Васильев Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕç-хĕлне пысăк хак панă. "Çакă управлени ĕçченĕсем куллен талăкĕпе тăрăшса ĕçленин кăтартăвĕ", - тенĕ вăл. Çавăн пекех Чăваш Енре наркотик хатĕрĕсемпе тата психотроплă япаласемпе саккуна хирĕçле усă курассине профилактикăлас ыйтусемпе ведомствăсен хушшинчи çыхăну пысăк шайра пулнине палăртнă, наркопреступленисемпе тата наркоманипе кĕрешессин тухăçлăхне ÿстермелли çинчен пусăм тусах каланă.

Юрий Васильев саккунлăха тата право йĕркине тивĕçтерес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн пулăшуçине - хăрушсăрлăх ушкăнĕн пуçлăхне Игорь Кузовчикова ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тавĕпе тата сехетпе чысланă. Управленин ытти ĕçченĕ те тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.