Амăшĕсем - наркотике хирĕç
Çывăх çынсен юратăвĕ
Манăн алăра - амăшĕн çырăвĕ. Куççуль витĕр шăрçаланăскерпе хаçат вулаканĕсене те паллаштарас килет. Çук, темле пулсан та алли усăнман хĕрарăмăн.
«Пирĕн алăкран инкек шаккарĕ. Эпир ывăл наркотик авăрне лекнине пĕлтĕмĕр. Çемьере вăрçă-харçă пуçланчĕ, пĕр-пĕрне ăнланманлăх хуçаланчĕ. Ывăл килтен тухса тарма пуçларĕ. Ăна чарма хăтлантăмăр. Анчах вăл киле таврăнмассипе тата хăй çине алă хурассипе хăратрĕ. Упăшкапа уйрăласси патнех çитрĕмĕр. Пирĕн тепĕр ывăл çитĕнет, анчах ун пирки шухăшлама вăхăт та юлмарĕ.
Юлташсенчен, вĕрентекенсенчен, йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтрăмăр. Анчах вĕсен сĕнĕвĕсем килти кăткăс лару-тăрăва улăштараймарĕç. «Алли-урине хуçăттăм», «Мĕн нушаланмалли пур наркоманпа? Унăн вырăнĕ - тĕрмере», - «ăса вĕрентрĕ» хăшĕ-пĕри. Манăн чун чăтмалла мар ыратнине никам та ăнланасшăн пулмарĕ.
Çул хыççăн çул иртрĕ. Паян эпĕ хăй вăхăтĕнче ывăлăмпа калаçма тĕрĕс сăмахсем тупма пултарнăшăн телейлĕ. Шанăçа çухатманни çемьене сыхласа хăварма пулăшрĕ. Çав инкекпе эпир кашни кун кĕрешрĕмĕр, кĕрешĕпĕр те. Хăш чухне тĕпренчĕкĕм мана итлесшĕнех мар, хăйĕннех тăвать. Çав самантра эпĕ кĕлĕ вулама пуçлатăп, çÿлти хăватран чăтăмлăх, вăй ыйтатăп. Чунăм усалтан тасалнине туйниех лăпкăлăх кÿчĕ.
Малтан хамăн ачаран хăраттăм. Наркотикпа анранăскер хирĕçмелли сăлтав шыратчĕ. Çапах юратупа хисеп урлă аслă ывăлăн чĕри патне çул хыврăм. Хамăн ачасене каçарма тата кÿрентернĕшĕн каçару ыйтма вĕрентĕм. Тĕпренчĕксене тĕрĕс воспитани парас тесен, чи малтанах, хамăн улшăнмаллине ăнланса илтĕм. Хама алăра тытма, кашни сăмаха шухăшласа калама хăнăхрăм. Çакна туйса ывăл та итлеме тăрăшрĕ. Маншăн ку та - савăнăç.
Çак чире парăнтарасси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Çывăх çыннисен юратăвĕ ачи-пăчине пур йывăрлăха та çĕнтерме вăй-хăват парать».
Çыру авторĕн ячĕ вăрттăнлăхра юлтăр. Ку тĕслĕхре вăл чунне уçни пĕлтерĕшлĕрех. Республикăри наркологи диспансерĕнче йĕркеленнĕ «Амăшĕсем - наркотике хирĕç» общество организацийĕн витĕмĕпе çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне çитнĕ хĕрарăм. Çак ушкăна Алевтина Андреева психиатр-нарколог ертсе пырать. Кăçал çакнашкал организацисен Мускаври съездĕнче те пулнă вăл. Раççейĕн тĕп хулинче пуçтарăнса канашлани, паллах, ĕçе çĕнĕлĕх кĕртме май парать.
Ачан пурнăçĕпе кăсăкланмалла
Çакăнта наркоманипе, алкоголизмпа чирлисен тăванĕсене медицинăпа социаллă пулăшу паракан пÿлĕм 1996 çултанпах ĕçлет. Унта çывăх çыннисене пула пурнăç илемне çухатнисем тĕрев шыраса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрин ывăлне тĕрмене хупнă. Саккуна пăснăскер ирĕке тухсан каллех наркомансемпе явăçса каясси шиклентерет кил-йышне. Тепри ачине сипленме вырнаçтарасшăн... Кун пек чухне чуна хускатакан сăмах пĕр чĕлхе тупма пулăшать.
Чирлисен тăванĕсем уйрăм ушкăнсене чăмăртаннине палăртас килет. Вĕсем экскурси те йĕркелеççĕ, çул çÿреве те каяççĕ. Авă сăваплă вырăнсенче нумай сăн ÿкерĕннĕ. Унсăр пуçне ал ĕçĕпе аппаланма та, уявсене пĕрле паллă тума та вăхăт тупаççĕ вĕсем. «Орхидея», «Созвездие», «Гармония» ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмашкăн ют çĕршывсенчен те килнĕ.
Алевтина Петровнăпа наркотик тыткăнне лекнĕ çамрăксен шăпи тавра калаçатпăр. Мĕн хĕтĕртет вĕсене ун чурине çаврăнма?
«Вĕсенчен нумайăшĕ - тулли мар çемьерен. Е амăшĕ тепĕр хут качча тухнă. Çывăх çыннисем ачисене çителĕклĕ пăхайман. Сăмахран, тĕпренчĕкĕ шкулта мĕнле вĕреннипе, кампа туслашнипе, вăхăта ăçта тата мĕнле ирттернипе кăсăкланман», - тет тухтăр. Çитменнине кайран, çитĕнсе çитсен, ирĕке хăнăхнăскерсем ĕçе те вырнаçаймаççĕ. Çывăх çыннисен укçи-тенкине тĕлли-паллисĕр тăкаклаççĕ.
Ĕçе вырнаçтараççĕ
Наркологи диспансерĕн специалисчĕсем Çĕрпÿри хĕрарăмсен колонине те тăтăшах кайса килеççĕ. Ирĕке тухнисене куçран вĕçертмеççĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççĕ.
Пĕрре йăнăшнă çыннăн ĕçе вырнаçма та çăмăл мар. Апла тăк укçасăр мĕнле пурăнмалла унăн? Наркологи диспансерĕн специалисчĕсемех ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнаççĕ.
Медицина психологĕ Венера Кондратьева çакăнта сипленнисен тăванĕсемпе спектакльсем хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕсем реабилитаци центрĕсенче, шкул интернатсенче, ваттисен çурчĕсенче - кĕтнĕ хăнасем. Вырăнти артистсене пур çĕрте те ăшшăн йышăнаççĕ.
Пулăшу шыраса килекенсен чун тĕпĕнчен тухакан йĕркесене малалла вулатăп. Пĕр хĕрарăм, ачалăхне аса илсе, ашшĕнчен каçару ыйтать. Ун чухне ÿсĕр арçын арăмне çапма пуçланă. Хайхи хĕрача, амăшне хÿтĕлесе, вĕсен хушшине тăнă. «Çичĕ ачаран эсĕ çеç мана хирĕç пултăн», - чылайччен ÿпкелешнĕ кил хуçи. Чăнах, çилĕ тытни ырри патне илсе çитермест.
10-ри хĕрачан сăвви чуна витерет. Наркоман, чăнах, ыттисенчен урăхларах çын. Унăн пичĕ те хĕрелмест, куçĕ те çиçмест. Савăнăçпа хуйха çынсемпе пайлаймасть вăл. Çак самантрах чарăнмасан кун-çулĕ вăхăтсăр татăлассине аса илтерет çамрăк сăвăç. Кайран ÿкĕнĕ те, анчах тĕрĕс çул çине тăмашкăн ытла йывăр пулĕ...
Темле пулсан та чир авăрне лекнисем наркомание çĕнтернине, пурнăçа хаклама вĕреннине курас килет.
Мария РОМАНСКАЯ.
Комментари хушас