«Мăкăнь» операци пырать

25 Çурла, 2015

Чăваш Енри наркополицейскисем ЧР ШĔМ ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче Вăрмар районĕнче 29 çулти Шупашкар çынни ларса пынă автомашинăна чарнă. Салонра водительсĕр пуçне тата икĕ пассажир пулнă.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - пакунлисем автомобиле тĕрĕсленĕ чухне багажникре хуçалăх сумки асăрханă. Унта вара - типĕтнĕ 660 грамм ытла мăкăнь. Çак ÿсентăран наркотик пулнине, ахăртнех, пурте пĕлеççĕ. Çул çинче тытса чарнă çынсене Наркотĕрĕслев управленине ăсатнă. Çак ĕçшĕн çамрăксене 3-10 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Çийĕнчен, тен, тата 500 пин тенкĕ таран е виçĕ çулхи шалу чухлĕ виçепе штраф тÿлеме тивĕ.

Наркополицейскисем республикăра хальхи вăхăтра «Мăкăнь-2015» операци пыни çинчен аса илтереççĕ. Çак тапхăрта пакунлисем мăкăнь тата кантăр ÿсекен вырăнсене тупса палăртнисĕр, саккунсăр майпа акса ÿстернĕ курăка тĕп тунисĕр пуçне наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисемпе те кĕрешеççĕ.

В.ДАНИЛОВА