МИХсем

17 Кăрлач, 2020

Журналистăн çăкăрĕ çăмăл та, йывăр та...

«Çак темăпа виçĕ çул — 2017-2019 çулсенче — тĕллевлĕ ĕçлерĕм. Ятарласа преми илес тесе мар паллах. Çавăнпа ку маншăн савăнăçлă кĕтменлĕх пулчĕ. Тĕрĕссипе, халăхсен туслăхĕ çинчен шăрçаласа хăйне май киленÿ илтĕм.

16 Кăрлач, 2020

«Пионер сассинчен» «Тантăш» таран

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раççейре Пичет кунне паллă турĕç. Чăваш пичечĕн кунне кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак уйăхра чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма тытăннă.
Сăмах май, нумаях пулмасть ача-пăча юратакан «Тантăш» хаçат та çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл «Пионер сасси» ятпа 1931 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче пичетленме тытăннă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ Илья Алтын-Баш пулнă.
«Чăваш пионерĕсемпе ĕçхалăх ачисене социализмла строительствăна кирлĕ таран хутшăнтармалла!» — текен чĕнÿпе пуçланнă хаçат.

9 Раштав, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем конкурсра çĕнтернĕ

ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви журналистсем хушшинче ирттернĕ «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пур. «Республикăри пичет кăларăмĕсенчи чи лайăх материал» номинацире «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Андрей Михайлов çĕнтернĕ. Унăн «Ют ачасене кăмăллакан кăна хăйĕннисене юратать» статйине комисси членĕсем пысăк хак панă.

Pages