Комментари хушас

17 Кăрлач, 2020

Журналистăн çăкăрĕ çăмăл та, йывăр та...

«Çак темăпа виçĕ çул — 2017-2019 çулсенче — тĕллевлĕ ĕçлерĕм. Ятарласа преми илес тесе мар паллах. Çавăнпа ку маншăн савăнăçлă кĕтменлĕх пулчĕ. Тĕрĕссипе, халăхсен туслăхĕ çинчен шăрçаласа хăйне май киленÿ илтĕм. Республикăра пурăнакан нумай наци çынни çинчен çырма май килчĕ», — çапла каласа кăтартрĕ «Хыпар» хаçатра «Туслăх кĕреки» ярăма тытса пынă Андрей Михайлов корреспондент. Андрей Петрович асăннă пысăк ĕçшĕн республикăри Журналистсен союзĕн Николай Никольский ячĕллĕ премине тивĕçрĕ.

Маларах ытларах спорт, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çинчен çырнă тăк, ку уншăн çĕнĕлĕх пулнă. «Ытти халăх йăли-йĕркине, культурине, историне тишкерни кăсăклантарчĕ, халăхсен психологийĕ интереслентерчĕ. Вĕсенчен вĕренмелли питĕ нумай пулчĕ. Тĕрлĕ халăхăн ваттисен сăмахĕсене чылай вуларăм. Çакă калама çук пысăк пуянлăх, тупра пулнине туйса илтĕм», — сăмахне тăсрĕ Андрей Михайлов. Калем ăсти премие хăйĕн пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă амăшне Ольга Михайловнăна халалланине палăртрĕ. «Преми парса сумлани ытти темăпа та çырма хавхалантарать. Пĕр енлĕн кăна ĕçлени çынна аталантармасть. Ĕмĕтсем пур, тата тăрăшарах ĕçлес килет. Журналист профессийĕ кăсăклă. Тĕрлĕ çынпа тĕл пулатăн, таçта та çитсе куратăн, такам çинчен те пĕлетĕн. Çыннăн çивĕч ыйтăвĕсене вулакан патне çитерес тесе хăвăн чуну витĕр кăларатăн. Пĕр вăхăтрах çăмăл та, йывăр та», — чунне уçрĕ социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн корреспонденчĕ.
Хăй вăхăтĕнче Куславкка районĕнчи Чăршкассисем Андрее çамрăк пулсан та ялĕпех «Андрей Петрович» тесе чĕннĕ… Андрей Михайлов пирĕн редакцие киличчен Вăрмар тăрăхĕнчи шкулсенче вăй хунă, чăваш чĕлхипе литературине те, истори те вĕрентнĕ. Хăйĕн пултарулăхне директорта, Вăрмарти «Ромашка» ача сачĕн заведующийĕнче ĕçлесе тĕрĕсленĕ. Каярахпа Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ăсталăхне ÿстернĕ. «Хăшĕ-пĕри халĕ те «Петрович» тет. Юлашки вăхăтра нумайăшĕ каллех Андрей теме тытăнчĕ. Çакă çамрăклатать, савăнтарать мана», — йăл кулчĕ ĕçтешĕм.
Андрей Михайлов пирĕн йышра — 2012 çултанпа. Малтанах корректорта ĕçлерĕ. Унтан ăна хроникăпа хамăр корреспондентсен пайне куçарчĕç. Хаçатра вăл «Спорт», «Афиша», «Туслăх кĕреки» ярăмсене хатĕрлет, туризмпа, культурăпа çыхăннă материалсем çырать. Чăваш Енре пурăнакан паллă çынсемпе тĕл пулса интервьюсем, репортажсем хатĕрлет, общество ĕçне, ăмăр-тусене хастар хутшăнать. Андрей ЧР Физкультурăпа спорт министерстви спорт темипе çыракан журналистсен хушшинче ирттерекен «Спорт стилĕ» конкурсра пĕрре кăна мар çĕнтернĕ.
Андрей Михайлов паян хулара пурăнать пулсан та чунĕпе ялтах. Кашни канмалли кун тăван тăрăхне васкать, сад-пахчара ĕçлеме, выльăх- чĕрлĕх пăхма кăмăллать. «Яла çитсен пÿрте ура ярса пусиччен витене кĕрсе, пахчана тухса тĕрĕслетĕп: мĕн улшăннă?» — чунне уçрĕ йĕкĕт. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Роза ВЛАСОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.