«Хыпар» издательство çурчĕпе «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ ирттерекен «Спортра — сывлăх» темăпа хăйсем хайланă сăвăсен тата
Паян Чăваш наци радиовĕнче «Самана таппи» кăларăм черетлĕ хутчен эфира тухрĕ. Вăл — «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕпе радио пĕрле пулса йĕркеленĕ передача. Ăна яланхиллех Рената Волкова радиожурналист тата «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия Филиппова ертсе пычĕç.
Паян "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" литературăпа культура тата искусство журналĕн редколлегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри хастарсем çеç мар, республика тулашĕнчисем те: Пушкăртстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстанран - пуçтарăнчĕç.
«Тантăшпа» «Саманта» 2019 çулăн I çурринче илсе тăмашкăн çырăнăр та квитанцисен копине редакцие почтăпа /адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13/ е электрон почтăпа /hyparkd@mail.ru/ раштав уйăхĕн 9-мĕшĕччен ярса парăр.