Суя хыпарăн усси пур-ши?
Авăнăн 1-мĕшĕнче КПРФ парти членĕ Инна Нестерова Пушкăртри спутник телекуравĕн каçхи эфирĕнче пĕр кăларăм журналистне, Андрей Иванова, сĕтев панине пĕлтернĕ.
«Çакна уçăмлатам, эпĕ яланах коррупцие хирĕç пулнă. Кăçал вара укçа парсан кирек епле хыпара та пичетлеттерме пултарнине пĕлтĕм. Хулари оппозици кăларăмĕсем укçа парсан информацие çăмăллăнах пичетлĕç», — тенĕ вăл. Кăларăм ертÿçи Иванов укçа йышăннипе килĕшменнине пĕлтернĕ.
«50 пин пурччĕ. Эпĕ ăна шухăшласа кăларнă статьяна тыттартăм та ăна пичетлеме пултарассине ыйтрăм. Тÿлесен материал кун çути курчĕ. Тепĕр хутчен асăнам: хăть те мĕн çăмăллăн пичетленни тĕлĕнтерчĕ», — тенĕ Инна Нестерова. Андрей Иванова та çак эфира чĕннĕ. Арçынна та сăмах панă, анчах вăл шухăша кайнă та тÿррĕн хуравлайман. Кăларăмра фейк хыпарсен ыйтăвне çĕкленĕ. Суя информацисене саккаспа шухăшласа кăлараççĕ. Паллах, çакна пурнăçлакан сахал мар укçа илет.
Пушкăртстан йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ку ĕçе тишкереççĕ. «Правда ПФО» кăларăм журналисчĕ Андрей Иванов республикăри Вăрман хуçалăх министерствинчи лару-тăру пирки пăлхатакан хыпар пичетленĕ. Инна Нестерова палăртнă тăрăх, 50 пин тенке вăл «Мир» суту-илÿпе кану комплексĕнче панă. Çавăн пекех Екатеринбургри Ленин район судне ПР Вăрман хуçалăх министерстви «Правда ПФО» кăларăма иск тăратнă. Ведомство суя хыпара хирĕçлеме, сиен кÿнĕшĕн 1 миллион тенкĕ тÿлеме ыйтать.
Комментари хушас