Культура çулталăкĕ

26 Нарăс, 2014

Иван Яковлев парни

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне 1990 çулта уçнă. Вăл маларах шкул çурчĕ пулнă. Ăна халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлев тăрăшнипе лартнă. Аслă вĕрентекенĕмĕр 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут асăннă яла килнĕ. Ял халăхĕпе курнăçса калаçнă, шкул уçма палăртнă. Пĕлÿ çуртне 1903 çулта хута янă. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулсан та çурт чиперех сыхланса юлнă.

26 Нарăс, 2014

Балет ăстисен çитĕнĕвĕ

Культура çулталăкĕ пуçланичченех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи хамăрăн культурăна чикĕ леш енче пропагандăлама пуçланă. Труппăн пултарулăх ертÿçи Данил Салимбаев ертсе пынă ушкăн Германи, Швейцари, Итали, Польша, Австри çĕр-шывĕсенче гастрольте пулнă. Чăваш ташă ăстисем П.Чайковскин "Лебединое озеро", "Щелкунчик", "Спящая красавица", Л.Минкусăн "Дон Кихот" балечĕсене кăтартнă.

26 Нарăс, 2014

Шупашкарта - Польша фильмĕсем

Регион аталанăвĕн "Содружество" фончĕн пуçарăвĕпе çак вăхăтра Наци библиотекинче Польша режиссерĕн, сценарисчĕн, общество ĕçченĕн Кшиштоф Зануссин фильмĕсен вунă кунлăхĕ пырать.

26 Нарăс, 2014

Культура керменĕсем çĕнелĕç

Тĕп хулари культура объекчĕсенчен паллăраххисем - П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ /"Çĕнтерÿ" асăну комплексне кĕрет/ тата "Салют" культура керменĕ - кăçал сăн-сăпатне тĕпрен улăштарĕç.

Pages