Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Курав йыхравлать

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей Художниксен союзĕн членĕн Любовь Костенко ÿнерçĕн "Любовь Костенко тĕнчи. Лондон. Париж. Амстердам" куравĕ ĕçлет.

Вăл Ленинградра çуралнă, унти И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институчĕн живопиç факультетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра тата Амстердамра пурăнать. Костенко ĕçĕсене Епропăри чылай музейпа галерейăра кăтартнă. Сăмахран, юлашки вăхăтра Венăра, Дрезденра, Рио-де-Жанейрора, Гамбургра тата ытти хулара курав ирттернĕ. Ÿнерçĕн пултарулăхне Нидерланд тата Аслă Британи çĕр-шывĕсенче лайăх пĕлеççĕ, вĕсенче вăл 30 ытла ятарлă курав йĕркеленĕ.

Халĕ Любовь Алексеевнăн живопиçĕпе графики Чăваш Ен куравçисене киленĕç кÿрет.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.