Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Культура керменĕсем çĕнелĕç

Тĕп хулари культура объекчĕсенчен паллăраххисем - П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ /"Çĕнтерÿ" асăну комплексне кĕрет/ тата "Салют" культура керменĕ - кăçал сăн-сăпатне тĕпрен улăштарĕç.

Реконструкци проекчĕсене "СНЕГ-СЕРВИС" ООО хатĕрленĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн П.П.Хусанкай ячĕллĕ кермен çумне виçĕ хутлă çурт тĕксе лартĕç. Унта хореографи залĕсем, усă курмалли пÿлĕмсем вырнаçĕç. Хальхи курав залне те çĕнетĕç, ăна 1000 çын вырнаçмалла тăвĕç.

"Салют" культура керменĕнчи курав залĕ те тĕп юсав хыççăн çавăн чухлĕ çынна йышăнма пултарĕ. Маларах палăртнă тăрăх - реконструкци вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле лаптăк тата 3800 тăваткал метр чухлĕ пысăкланĕ.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.