Комментари хушас

26 Нарăс, 2014

Балет ăстисен çитĕнĕвĕ

Культура çулталăкĕ пуçланичченех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи хамăрăн культурăна чикĕ леш енче пропагандăлама пуçланă. Труппăн пултарулăх ертÿçи Данил Салимбаев ертсе пынă ушкăн Германи, Швейцари, Итали, Польша, Австри çĕр-шывĕсенче гастрольте пулнă. Чăваш ташă ăстисем П.Чайковскин "Лебединое озеро", "Щелкунчик", "Спящая красавица", Л.Минкусăн "Дон Кихот" балечĕсене кăтартнă.

Салимбаев шухăшĕпе - артистсем ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă. Андрей Субботин, Марина Чемалина, Анна Серегина солистсем, çавăн пекех çамрăк артистсем - Ольга Сапаркина, Дмитрий Поляков, ыттисем те - уйрăмах палăрнă.

Театрăн паянхи афиши балет спектаклĕсен вун-вун тĕсĕпе çиçсе тăрать. Нарăс уйăхĕнчех куравçăсене "Кармен-сюита", "Щелкунчик", "Сарпике","Дон Кихот" тата ытти спектакльпе савăнтарĕ.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.