Пичетленсе тухнă кăна – Францие çитнĕ те
Тинтерех кун çути курнă «Чăвашсен XIII-XIX ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрлăхĕпе пуç хатĕрĕсем” кĕнеке-каталог наци пуянлăхне, чăваш тумне туллин уçса пама пулăшĕ. Наци музейĕнче кĕмĕл тенкĕрен хатĕрленĕ япаласем упранаççĕ-ха, анчах вĕсене пĕр çыхха пухса нихăш куравра та, нимĕнле кĕнекере те кăтартман. Çак кĕнеке кун çути курни — чăваш тĕнчишĕн чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулăм.