Пичетленсе тухнă кăна – Францие çитнĕ те
Тинтерех кун çути курнă «Чăвашсен XIII-XIX ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрлăхĕпе пуç хатĕрĕсем” кĕнеке-каталог наци пуянлăхне, чăваш тумне туллин уçса пама пулăшĕ. Наци музейĕнче кĕмĕл тенкĕрен хатĕрленĕ япаласем упранаççĕ-ха, анчах вĕсене пĕр çыхха пухса нихăш куравра та, нимĕнле кĕнекере те кăтартман. Çак кĕнеке кун çути курни — чăваш тĕнчишĕн чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулăм. Кĕнеке авторне, Чăваш тĕррин музейĕн ăслăлăх ĕçченне Наталия Захарова-Кульевăна, «Хыпар» вулаканĕсен умĕнче чуна уçма ыйтрăмăр.
Шел, тĕллевсем улшăннă
— Хальхи вăхăтра музее кĕрсе курман çын çук пулĕ. Çавăнпа музейсен пĕлтерĕшĕ пирки эпир яланах калаçма хатĕр.
— Уçăмлăн каласан, сайра тĕл пулакан, йăлара упранса юлман япаласене пухса халăха кăтартма уçнă вĕсене. Ăслăлăх чĕлхипе çапла калăп: музей — пурлăх тата ăс-тăн палăкĕсене пĕр çĕре пухакан, упракан тата унпа çынсене паллаштаракан учреждени. Анчах малтанхи музейсен тĕллевĕсем анлăрах пулнă: япаласене пухса тĕпчессине пĕрремĕш вырăна кăларнă, çынсене вĕсемпе паллаштарасси вара иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнта кăна пулнă. 1921 çулта уçăлнă Тĕп чăваш музейĕ те тăван халăх культурине, историне, çут çанталăкне тĕпчессине мала хунă. Вăрçă хыççăнхи тапхăрта та музей çыннисем çак тивĕç пирки манман: час-часах мар пулин те наука экспедицийĕсем йĕркелесе фондсене пуянлатнă, ăслăлăх конференцийĕсем ирттернĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле çĕршывра пысăк улшăнусем пуçлансан музей пуçлăхĕсене, шел те, тĕпчевсем сахалрах кăсăклантарнă.
— Мĕншĕн-ши?
— Пасар самани хăйĕннех хистенĕ: пур çĕрте те /вăл шутра культурăра та/ укçа тумалла, апла пулсан халăха музее илĕртмелле. Паян вара халăха мĕн кирлĕ? Тĕрĕс, шоу! Ют чĕлхерен кĕнĕ çак сăмахпа теме те палăртма пулать: шавлă, хаваслă уяв, вăйă, çавнашкал ытти мероприяти. Паллах, вĕсем те кирлĕ, анчах çакă наука тĕпчевĕсене пач аякка сирсе хумаллине пĕлтермест-çке. Сăмах май, Наци музейĕн фончĕсем çав тери пуян: этнографи управĕнче çеç 12 пин ытла япала. Халăх умне кăлариччен вĕсене тĕпчемелле вĕт.
ПИРĔН СПРАВКА Наталия Захарова-Кульева Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. Унта пĕлӳ илнĕ вăхăтрах чăваш тумĕпе, тĕрри-эрешĕпе кăсăкланнă, курс тата диплом ĕçĕсене çак темăсемпех ç ырнă. Вĕренсе тухсан хăйĕн пурнăçне музейпе çыхăнтарнă. Малтан Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ĕçленĕ, кайран Наци музейне куçнă. Чăваш тĕррин музейне уçнăранпа — унăн ăслăлăх ĕçченĕ. Каталог кăлариччен пĕчĕк икĕ кĕнеке çырса хатĕрленĕ: «Чувашская народная рубаха в терминах» /2008/, «Чувашский национальный музей: библиографический указатель. 1921-2011гг.» /2011, çум автор/. |
Музей — ăслăлăх лаççи те
— Кашни çул тухса пыракан «Чувашский национальный музей: люди, события, факты» альманахри статьясен пĕр пайне çеç Наци музей ĕçченĕсем çырнă. Сăмахран, кăларăмăн 11-мĕш номерĕнчи 26 статьяран çурри çеç унта вăй хуракансен.
— Çапах унта ăслăлăх вучахĕ тĕппипех сÿннĕ тееймĕн. Вăхăта нумай çиекен, тупăш кÿмен, çав хушăрах тăван республикăшăн, халăхшăн питех те кирлĕ çак ĕçре çамрăксем хастар пулни савăнтарать. Кунта истори наукисен кандидатне Андрей Зарубина /çĕнĕ тата хальхи истори пайне ертсе пырать/, Александр Волкова /археологипе авалхи истори пайĕн пуçлăхĕ/, ăслăлăх секретарьне Татьяна Давыдовăна асăнмалла. Хăйсен ĕçне пĕлсе туса пынисĕр пуçне вĕсем республикăра тата ун тулашĕнче иртекен ăслăлăх-практика конференцийĕсене кулленех хутшăнаççĕ, экспедицисене тухса çÿреççĕ.
— Эсир хăвăр та çак ретрех. Наци музейĕнче 11 çул вăй хуратăр. Çак тапхăрта тĕрлĕ журналта 20 ытла статья пичетленĕ, виçĕ кĕнеке кăларнă.
— Виççĕмĕшне ЧР Пуçлăхĕ профессионал коллективсене пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă грант укçипе пичетленĕ.
— Тÿрех каламалла: тепĕр тăватă çултан хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвакан музей пĕр-пĕр коллекцие çакăн пек туллин çутатнине, илĕртÿллĕ сăнÿкерчĕксемпе пуян кĕнеке-каталог кăларнине астумастăп. Ăна алăра тытма та кăмăллă, аякран килнĕ хăнасене парнелеме те намăс мар. Страницисене уçнăçемĕн чăваш халăхĕн ламран лама куçса пынă кĕмĕл тупри куç умне тухать.
— Çакна та каласа хăвармалла: кĕнекери текстсен ытларах пайне икĕ чĕлхепе — чăвашла тата вырăсла — çырнă. Ку, паллах, унпа усă куракансен шутне самай ÿстерет. Кĕнекен тепĕр лайăх енĕ те пур. Хуплашкинче «каталог» тесе палăртнă пулин те кăларăмăн тĕллевĕ чылай анлăрах: Наци музейĕнче упранакан кĕмĕл пуç хатĕрĕсемпе капăрлăхсене шутласа тухасси тата хут çине ÿкерсе хăварасси çеç мар, вĕсене епле ăсталани, хăçан, мĕнле тата камсем çакса-тăхăнса çÿрени çинчен вулакана ансат, ăнланмалла чĕлхепе каласа пани.
Ютрисем пирĕн пуянлăха хапсăннă
— Ман шухăшпа, эсир çак тĕллеве туллин пурнăçланă. Кĕнеке ум сăмахĕнче музейри кĕмĕл коллекцин историйĕпе тĕплĕн паллаштарнă.
— Историре пулнă пĕр самант пирки чарăнса тăрас тетĕп. Тăван халăхăмăр хăйĕн ĕмĕрсем хушши пухнă кĕмĕл туприне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче — Атăл тăрăхĕнче выçлăх алхаснă вăхăтра — питĕ нумай çухатнă. Америкăран тата Аслă Британирен килсе çитнĕ ыркăмăллăхпа пулăшу фончĕсен çыннисем вĕсене йÿнĕ хакпах апат-çимĕçпе улăштарнă.
— Музее кĕмĕл япаласем мĕнле майпа лекнĕ?
— Вĕсен историйĕ тĕрлĕрен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тухья-хушпу таврашне кулак тесе айăпланă çынсенчен нумай туртса илнĕ, хăшне-пĕрне облаçри комисси шăпах Тĕп чăваш музейне панă. Кун çинчен инвентарь кĕнекисенче çырса хунисем те пур. Парнеленĕ япаласен йышĕнче халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн мăнукĕ Ольга Яковлева панă анатри чăваш хĕрĕн тумне асăнмалла. Çак тума тăхăнса вăл сăн та ÿкерттернĕ. Каталог XIX-XX ĕмĕрсенче тунă сăнÿкерчĕксемпе пуян. Вĕсем тĕрлĕ этнографи ушкăнне кĕрекен /тури, анат енчи, анатри/ чăвашсен хĕрарăм тумĕпе тĕплĕнрех паллашма, уйрăмлăхĕсене асăрхама май параççĕ.
— Тата тепĕр саманта палăртса хăварар: кĕнекере пĕтĕм капăрлăха тата пуç хатĕрĕсене ăслăлăх тĕлĕшĕнчен классификациленĕ. Мĕн тума кирлĕ çапла туни?
— Тум çинчи кашни япала ăçта выртнине, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсен капăрлăхĕ пĕр-пĕринчен мĕнпе тата мĕнле майпа уйрăлса тăнине астуса юлма. Эпĕ вĕсене сакăр ушкăна вырнаçтартăм: хĕрарăмсен пуç хатĕрĕсем /хушпу/; хĕрсен пуç хатĕрĕсем /тухья/; çÿç-пуç капăрлăхĕсем /алка, хăлха тенки, чулпă/; мăй капăрлăхĕсем /çуха, мăя/; кăкăр ум капăрлăхĕсем /сурпан çакки, шÿлкеме, ама/; çурăм хыç капăрлăхĕсем /пуç хыçĕ/; хулпуççи урлă çакакан капăрлăхсем /тевет/; алă капăрлăхĕсем /çĕрĕ, сулă/. Вĕсене пурне те кĕнекере питĕ илемлĕн кăтартнă, кашни çинчен тĕплĕн ăнлантарнă. Наци музейĕн кĕмĕл коллекцийĕнче 200 ытла япала.
Ырă ĕç манăçмĕ
— Каталог вĕçĕнче Чăваш наци музейне тĕрлĕ çулта кĕмĕл капăрлăх парнеленĕ çынсен, çав шутра япала хуçисен, списокне панине те ырламалла.
— Ырă ĕç тăвакансене манмалла мар. Вулакансем хăйсен е тăванĕн-пĕтенĕн, е çывăх çыннисен ятне списокра курса савăнĕç. Сăмах май, кăçал наци музейĕ хăйĕн фондне пуянлатас шутпа акци ирттерет: тăван культурăшăн чунран пăшăрханакансем килте упранакан тухья-хушпу таврашне, ытти кĕмĕл капăрлăха музее парнелеме пултараççĕ. Вĕсен ячĕсем те килес ăрусем валли упранса юлĕç.
Надежда СМИРНОВА
ХАКЛАВ
Олег КУЛЬЕВ, кĕнеке-каталог редакторĕ:
— Çамрăк ăрăва хамăрăн йăх-несĕлĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе паллаштарасси — пирĕн тивĕç. Наталия Ивановнăн кĕнеке-каталогĕ шăпах çав йышра тăрать. Республикăри хăшпĕр шкулта тăван ен культурине вĕрентеççĕ. Манăн шухăшпа, асăннă кăларăм çав уроксенче тата класс тулашĕнчи ĕçсенче усă курма питĕ меллĕ. Кĕнекепе çавăн пекех музей ĕçченĕсем, историксем, этнографсем, тумпа ĕçлекен художниксем, дизайнер пулма хатĕрленекен студентсем тата çавăн пекех тăван культурăпа кăсăкланакансем туллин усă курасса шанатăп.
Ирина МЕНЬШИКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕ:
— Кĕнеке-каталог ЧР Пуçлăхĕ Чăваш наци музейĕн «Кĕмĕл чăлан» пултарулăх проектне пурнăçа кĕртме уйăрнă грант укçипе кун çути курнă. Каталог Францие те çитрĕ. Нумаях пулмасть Раççейĕн Парижри Ăс-хакăлпа культура, православи центрĕнче Раççей халăх ÿнер промыслин куравĕ уçăлчĕ. Унта чăваш алĕç ăстисен япалисем те пулчĕç. Çĕршывăн Францири посолĕ Александр Орлов куравпа паллашнă май пирĕн пикесем тăхăнса çÿренĕ тухьяпа питĕ кăсăкланчĕ. Эпир ăна Наталия Захарова хатĕрленĕ каталога парнелерĕмĕр. Кăларăм пур енĕпе те лайăх, килĕшÿллĕ пулса тухнă. Кунашкал кĕнекесем, шел те, пирĕн музейĕн хальлĕхе сахал-ха.
Комментари хушас