Иван Егоров: Кашни çыравçах хăйĕн хайлавне пичетре курасшăн

20 Кăрлач, 2017

Вулакансене паян чăваш прозаикĕн, тăван литературăра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче палăрма пуçланă Иван Егоровăн "Хĕсметре" /унчченхи ячĕ "Хĕрĕх виççĕмĕшсем"/ повеçĕпе паллаштарăпăр. Вăл çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке хальлĕн кун çути курчĕ. Паян эпир шăпах ун тавра калаçăпăр.

— Иван Павлович, повеç мĕншĕн шăпах "Хĕрĕх виççĕмĕшсем" ятлă тата ăна мĕншĕн улăштармалла пулчĕ-ши?

— Ку произведенин кун-çулĕ питĕ тумхахлă килсе тухрĕ. Эпĕ ăна хĕрĕх çул каяллах çырнă. Повеç ячĕ мĕншĕн çавăн пек-и? Хĕрĕх виççĕмĕш çулта çуралнисен салтакри пурнăçĕ çинчен вăл.

Кашни çыравçах пичетленме ĕмĕтленет, хăйĕн чунĕнчен шăранса тухнă хайлавне вулакан патне çитересшĕн. Çавăншăн пурăнать вăл. Чăваш кĕнеке издательствин планне кĕресшĕн хыпаланать. Унччен пĕр-пĕр журналта пичетлесе кăларсан та аван пулмалла. Ун чухне вĕсен тиражĕсем 50-60 пин экземпляра та çитнĕччĕ пулас. Повеçĕм Алексей Талвир сĕтелĕ çине çитсе выртни ахальтен мар, вăл, талантлă писатель, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче "Комсомольская правда" хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнăскер, мĕн каласса кĕтнĕ ĕнтĕ.

— Мĕн терĕ вара Алексей Филиппович?

— "Ват кашкăр" сăмахĕ пĕр хушă чуна хавхалантарса, ăшăтса тăчĕ. "...Паянхи çар пурнăçĕ салтакран Тăван çĕршыв сыхлăхĕшĕн çирĕп тăма хатĕр пулнипе пĕрлех техникăри ăсталăха туптама ыйтать. Çак тивĕçлĕхе чун-чĕрипе туйса илнĕ салтаксен пурнăçне Иван Егоров лайăх пĕлет: вăл хăй çар салтакĕ пулса курнă. Повеçĕнче те хăй тĕплĕн пĕлекен ĕçсем çинчен çырать. Чăваш литературинче паянхи çар çинчен çырнă кĕнеке çукпа пĕрех /поэзисĕр пуçне/. Çавăнпа Иван Егоров çырнине пур енчен те ырлас килет... Чăн-чăн литература чĕлхипе çырнă ăна, çăмăл вуланать. Пичетлеме сĕнетĕп", — çапла хак панăччĕ сумлă çыннăмăр.

— Сĕнĕвĕн витĕмĕ пулмарĕ-им?

— Талвир рецензи çырса панă вăхăталла эпĕ алçырăва, В.В.Ухли сĕнĕвне итлесе, "Тăван Атăл" журнала кайса панăччĕ ĕнтĕ. Лерен вăрах кĕттермерĕç, çакнашкал хыпар турĕç: "Иван Егоровăн "Хĕрĕх виççĕмĕшсем" повеçне пичете яма май килмест. Автор кунта хальхи вăхăтри Совет Çарĕн пурнăçне тĕрĕс мар кăтартса парать. Повеçри совет салтакĕсем çеç мар, командирĕсем те вĕçсĕрех пĕр-пĕрне улталаса пурăнаççĕ, çар уставне питĕ тăтăш пăсаççĕ. Салтакĕсем тата кашни кун тенĕ пекех самоволкăра, чăн тревога пулнă чухне те хăйсен вырăнĕнче мар вĕсем. Мĕн шутланă пулĕччĕç-ши, калăпăр, ют çĕршыв çыннисем ку повеçе вуласан Совет Çарĕ пирки? Пĕтĕмĕшле илсен, повеç пулса çитмен. Унти хăшпĕр вырăна юсани те алçырăвне çăлса хăвараймасть. Ăна çĕнĕрен çырмалла..."

— Çак хыпара мĕнле йышăнтăр?

— Эпĕ çар темипе çырнă произведени нумай вуларăм, вĕсене хамăннипе танлаштарса, виçсе пăхрăм. Эпĕ пĕр салтак епле улшăнса, çирĕпленсе пынине кăтартса пама тăрăшрăм. Тĕрĕссипе, повеçре мĕн çырни чăн пурнăçран-çке, хампа, службăри юлташсемпе пулнă самантсене тĕрĕс сăнласа панă.

Журналта ĕç тухмарĕ, анчах шанăçа çухатмарăм-ха, Чăваш кĕнеке издательствин 1980 çулхи темпланне кĕме çирĕп шухăш тытрăм. Унта лекме çăмăл маррине те пĕлеттĕм, анчах ĕмĕтĕме хуçăлма парас темерĕм. Çав вăхăтра авторсен алçырăвĕсене Писательсен союзĕн секцийĕсенче сÿтсе явсан тин Чăваш кĕнеке издательствине сĕнесси йĕркене кĕнĕччĕ.

— Ун чухне мĕнпе савăнтарчĕç е каллех пăшăрхантарчĕç-и?

— Журналта та, союзра та çав çынсемех пулнă-çке. Çакăнта кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерсен кĕнекене пичетлесе кăларма пулать тесе сĕнчĕç. Проза секцийĕнче вĕрентсе те ыр сунса каланисене тата унчченхи рецензентсемпе критиксен асăрхаттарăвĕсене шута хурса 169 страницăллă повеçе юса-юса, кĕскете-кĕскете 104 страница хăвартăм. Ятне улăштарса "Инçет кăваклăхĕ" терĕм. Çапла майпа алçырăвне Чăваш кĕнеке издательствин темпланне кĕртрĕç те редакцилесе тĕп редактор сĕтелĕ çине хучĕç. Вăл алă пуснă хыççăн типографие леçесси кăна юлнăччĕ ĕнтĕ, анчах... аркатса тăкрĕç.

Повеçĕн çĕнетнĕ варианчĕпе каллех "Тăван Атăла" çитрĕм. Редакторĕпе Лаврентий Таллеровпа лайăхах калаçса тухрăм. Ырă кăмăллă этем вăл, мана питĕ пулăшасшăнччĕ, анчах сывпуллашнă чухне пĕр пытармасăрах /тавах ăна уншăн/ çапла каларĕ: "Иван, хайлаву лайăх, хамран кăна килсен паянах алă пусса пичете антарса ямалла, анчах..."

— Мĕншĕн питĕ телейсĕр килсе тухнă-ши асăннă повеçĕн шăпи?

— 1978 çулта Михаил Сениэлĕн "Юрату юрри" сăвă кĕнекине çунтарса янă хыççăн, манăн 1977 çулта темле майпа тухкаланă "Виçĕ чарлан" кĕнекене тиркесе "Ялавра" рецензи пичетлерĕç. Тем пысăкăшчĕ вăл, кĕнеке калăпăшĕ те ун чухлĕ çукчĕ-тĕр. Эпĕ Сениэлĕн тăван шăллĕ пулнă май, çавсем ман çула та картласа хума тĕв тытнă иккен — "Хĕрĕх виççĕмĕшсене" çапса хуçрĕç.

— Вăхăчĕ çапла пулнă-ши? Обком, КГБ...

— Çук, тăванăм, апла мар: вăхăчĕ яланах пĕр кĕвĕ тăрать, хуллен аталанать. Çыннисем вара, çыннисем... Обком тенĕрен, 1984 çулта "Ашшĕпе ывăлĕ" хайлавăн алçырăвне планран кăларсан хамăр союзран пулăшу ыйтнăччĕ. Правлени председателĕ Анатолий Емельянов мана пулăшаймарĕ. Ирĕксĕрех партин Чăваш обкомне М.В.Шутин патне çитсе килме тиврĕ. Вăл... пулăшрĕ. Эпĕ каялла Чăваш кĕнеке издательствине çитнĕ çĕре алçырăва набора яма та ĕлкĕрнĕ, ăна кăшт пысăкрах тăвас тесе пĕрер калав та хушса-кĕртсе ĕлкĕреймерĕм... Ак сире — обком!

— "Хĕрĕх виççĕмĕшсем" повеç "Тăван Атăлта" çав-çавах кун çути курнă-çке?

— Çырнăранпа çирĕм çул иртсен алçырăвне унта мĕнле пулнă, çавăн пек леçсе патăм. Тĕп редактор Хветĕр Агивер ăна малтан та, хыçалтан та пĕрер страницине уçкаласа пăхнă хыççăн çапла хушса хучĕ: "Мĕскер тума ăна çавăн чухлĕ вырттарнă вара?.." Унăн историне вулаканăмăрсене каласа патăмăр ĕнтĕ.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

ПИРĔН СПРАВКА

Иван Егоров 1943 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче кун çути курнă. Вера Гавриловнăпа Павел Гаврилович Егоровсен туслă çемйинче çавăн пекех тепĕр паллă çыравçă — Михаил Сениэль поэт — çуралса ÿснĕ. Вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ.

Иван Егоров вĕренме ялтан 25 çухрăмри Аксăва çÿренĕ, вунă класс пĕтерсен Чистайри ремесла училищинче рулевоя вĕреннĕ, унтан Чулман Атăлпа Аслă Атăл тăрăх виçĕ çул теплоходпа ишнĕ, Совет çарĕнче виçĕ çул ытла службăра тăнă.

Çартан таврăнсан Иван Павлович Аксу район хаçатĕнче тăлмачра ĕçленĕ, çав хушăрах Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Шупашкара куçса килсен пĕр вăхăт Чапаев ячĕллĕ заводра, "Коммунизм ялавĕ" /халĕ "Хыпар"/ хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче, республикăри халăх пултарулăхĕн ăслăлăхпа методика центрĕнче ĕçленĕ. Вăл — "Лайăх ача" /1976/, "Виçĕ чарлан" /1977/, "Инçет кăваклăхĕ" /1980/, "Ашшĕпе ывăлĕ" /1984/, "Шур перчетке" /1989/, "Куç çути" /1992/, "Экке, Патмантей", /2003/, "Намереваюсь жить..." /2008/, "Тĕтреллĕ Лондон" /2011/, "Юлашки юрă" /2012/ кĕнекесен авторĕ. "Çут тĕнче" роман, "Хĕрĕх виççĕмĕшсем", "Салтак нуши" повеçсем çырнă.

Юрий АРТЕМЬЕВ, филологи ăслăлăхĕн докторĕ, литература критикĕ:

— Повеçре автор этем пур-нăçĕн романтикăллă тапхăрне ÿкерсе кăтартнă, вунтăххăрти-çирĕмри яшсен çарти пурнăçĕ, вĕсен кулленхи служби, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи, юратăвĕ... кунта. Çăмăл мар служба, çапах Сурбанов, Сабиров, Пархоменко пек пин-пин салтак çĕршыв, халăх умĕнчи тивĕçне самантлăха та манмаççĕ. Темле йывăр вăхăтра та вĕсем нăйкăшмаççĕ. Автор служба кулленлĕхне хитрелетмен пулин те повеçе çутă тĕс, çурхи хаваслăх, çамрăклăх сăн-сăпачĕ, шухлăх витернĕ. Çырма та ăна яш-кĕрĕм валли ятарласа çырнăн туйăнать. Сурбанов çулĕнче этем вăйлă, харсăр, çынсене те, хăйне те шанать, савнипе юнашар пулни — уншăн чи пысăк телей.

Хветĕр АГИВЕР, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:

— Иван Егоров хăйĕн пове-çĕнче çырса кăтартнă ĕç-пуç Урал таврашĕнчи вăрманта вырнаçнă пĕр чаçре пулса иртет. Тĕп герой — чăваш каччи Ваня Сурбанов. Вăл ытти салтакран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, вĕсемпе туслă, тантăшĕсене хуть хăçан та пулăшма хатĕр, пулăшать те. Сăмахран, шартлама сивĕ çанталăкра çыхăну татăлсан йĕлтĕр сырса, таçта аякка çитсе те пулин татăлнă пралука пуринчен малтан шыраса тупать. Çав вăхăтрах хăйĕн кăмăлне те "кăтартать". Çакна автор тĕрлĕ лару-тăрура сăнласа парать. Кĕçĕн лейтенантсене вĕрентсе кăларакан курсра та Сурбанов хăйне чипер тытать, хăюллă вăл, хула хĕрĕсене ашкăнчăк каччăсенчен хăтарса хăварма иккĕленсе тăмасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.