Кĕнеке çÿлĕкĕ

1 Чÿк, 2019

Критикăна йышăнма хăюлăх кирлĕ

«Вăл сюжета çивĕчлетме, вулакана сăнарлă сăмахпа илĕртме пултарать», — тенĕ Василий Кервен писатель Николай Андреев пирки. Çамрăк çыравçă вулаканшăн çĕнĕ ят мар. Унăн хайлавĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăлараса тăракан хаçат-журналта та пĕрре мар пичетленчĕç. Тин çеç кун çути курнă «Кĕтмен юрату» кĕнекере те унăн «Ылтăнран та хаклă» калавĕ пур.

25 Юпа, 2019

«Çамрăк çыравçăсем пур, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ»

«Çапларах-им вăл — яшпа хĕр хутшăнăвĕ? Малтанхи тапхăрта кăна асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕслĕ, çутă, илемлĕ-и?» — вулакана шухăша ярать «Чие çеçкене ларсан…» калав авторĕ Ольга Австрийская. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кĕтмен юрату» кĕнеке кун çути курчĕ. Çамрăк авторсен калавĕсемпе повеçĕсене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ. Аслă классенчи шкул ачисем валли суйланă хайлавсенчен тăракан илемлĕ литература кăларăмĕ 1 пин экземплярпа пиçсе тухнă. Малалла Ольга Леонидовнăна хăйне сăмах парар.

18 Юпа, 2019

Çыравçăсем те Хĕвел анăçран килнĕ трендран юласшăн мар

Вуннăмĕш çул ĕнтĕ Раççейре ача-пăча валли çырнă чи лайăх хайлавсене палăртмашкăн «Книгуру» конкурс ирттереççĕ. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ: жюри членĕсем — ачасем. Вĕсем чи лайăх калав-повеçе суйлаççĕ, çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн республикăра «Книгуру Чăваш Енре» фестиваль иртрĕ.

27 Авăн, 2019

Аслă ăру çамрăксемпе тĕл пулсан…

Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи… Мĕнлерех пысăк çынсем! Ачаран илтекен ятсем! Паллă çыравçă-поэтпа пĕр сĕтел хушшине ларса калаçни, тем тесен те, асра юлмалли самант. Вĕсем ăслă, çамрăксемшĕн тĕслĕх…

21 Раштав, 2018

Владимир КУЗЬМИН: Пěр аллăмра — писатель, тепěр аллăмра журналист калемě

Владимир Кузьмин Вăрнар тăрăхĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче 1937 çулта çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, çар хĕсметĕнче пулнă. Пичет ĕçĕнче нумай çул вăй хунă. СССР, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Хулапа ял çыннисен, культурăпа искусство ĕçченĕсен пурнăçне вуншар кĕнекере сăнарланă.

Pages