Аслă ăру çамрăксемпе тĕл пулсан…

27 Авăн, 2019

Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи… Мĕнлерех пысăк çынсем! Ачаран илтекен ятсем! Паллă çыравçă-поэтпа пĕр сĕтел хушшине ларса калаçни, тем тесен те, асра юлмалли самант. Вĕсем ăслă, çамрăксемшĕн тĕслĕх…

Паллашу
ЧР Профессионал писательсен союзĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче хальхи чăваш литературинчи паллă çыравçăсемпе çамрăк авторсен тĕлпулу-семинарĕ иртрĕ. «Паян — пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Тĕллевĕ — тăван литературăна упраса хăварасси, чăвашла тата вырăсла çыракан пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси», — тĕлпулăва уçрĕ Ольга Федорова çыравçă.
ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова аслă ăрăва çамрăксемпе паллаштарчĕ. Семинара Сергей Павлов, Валентина Тарават, Улькка Эльмен, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Светлана Асамат, Василий Кервен, Владимир Степанов, Владимир Кузьмин, Ольга Австрийская тата ыттисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех унта журналистсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн, Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, хулари тата районсенчи тĕрлĕ шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем пулчĕç.
40 минут тата пĕр пурнăç
ЧР Культура министерствин ĕçченĕ Эдуард Краснов профессионалсем хăйсем мĕн пĕлнине çамрăксене пани пĕлтерĕшлине палăртрĕ. «Çынна чун çимĕçĕ кирлĕ. Тутлă апат çинипе, чаплă машинăпа ярăннипе чун çырлахмасть. Çакă веçех искусствăран килет. Литература — сăмах искусстви. Ĕçлеме пĕлÿ кирлĕ, пурăнма ăс кирлĕ. Пурăнма вĕрентекен шкул — литература. Мĕн кăна пулса иртмест сăмах ис-кусствинче? Çыравçă хайлавсене хăйĕн тĕнче курăмне пăхăнса шăрçалать. Сăнарсем вара пурăнма вĕрентеççĕ», — палăртрĕ Анатолий Кипеч. «Ĕçлемесĕр хăй тĕллĕн нимĕн те çырăнмасть. Пĕр сăвă валли те 40 минут тата пĕр пурнăç кирлĕ», — яланхиллех витĕмлĕн каларĕ Юрий Сементер.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филоло-гийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова та хăйĕн шухăшне палăртрĕ: «Эпир хамăрăн факультетра çамрăксене литературăна юратма хăнăхтаратпăр. Илем, туйăм тĕнчин алăкĕ пуриншĕн те уçă мар. Кунта чи телейлисем пухăннă. Çакăнта килнисем уçă çил варкăшĕнче асамлă кĕвĕ шыраççĕ, юр ташшипе киленме пĕлеççĕ, çĕр çине вĕлтĕртетсе ÿкекен сарă çулçă эрешне вулама пултараççĕ. Çак туйăм ан иксĕлтĕр».
Адреналин
Тĕлпулура тăватă ăсталăх класĕ ĕçлерĕ. «Поэзи» секци-не Юрий Сементерпе Альбина Юрату ертсе пычĕç, «Прозă-на» — Анатолий Кипечпе Улькка Эльмен, «Драматургие» — Владислав Николаев, вырăсла çыракансемпе Елена Светлая, Светлана Гордеева тата Василий Кервен калаçрĕç. Сăмах ăстисем çамрăксене сюжетсем йĕркелеме вĕрентрĕç, сăвă çырнă чухне мĕн шута илмелли, драмăна епле çырмалли пирки каласа кăтартрĕç. Кăмăл тăвакансем юратнă çыравçăсене ыйту пама, вĕсенчен сĕнÿ илме пултарчĕç.
«Эпĕ Улькка Эльмен пек çыраймастăп. Ольга Генна-дьевна та ман пек сăнарсем тăваймасть. Кашнин хăйĕн тавра курăмĕ», — «Проза» ăсталăх класне уçрĕ Анатолий Кипеч. Улькка Эльмен хăй сюжетсем мĕнле çурални пирки ăнлантарса пачĕ. «Вулакана адреналин памалла. «Упраймарăм сана» романа çырма пуçласан, сăмахран, мĕнпе вĕçлессине те пĕлмерĕм. Малтан пĕр шухăш пулчĕ, кайран пачах урăхла тăвас килчĕ. Паянхи саманаран пăрăнма кирлĕ мар. Çыннăн пуçĕнчи шухăшсене пĕлме çук. Пулăмсем çине кашни тĕрлĕ куçпа пăхать», — палăртрĕ Ольга Геннадьевна.
Çамрăксен мĕн пирки çырмалла-ши? «Çамрăксем пирки çырмалла. Хăвăра вĕрентнĕ учительсен, преподава-тельсен сăнарĕсене уçса парăр. Ачалăхпа çыхăннă са-мантсем, çул çÿревре пулни, кружоксене çÿрени, ăрусен хушшинчи ăнланманлăх — çаксем пурте шурă хута хурат-малли темăсем», — ыйтăва хуравларĕ Улькка Эльмен. Çыравçă пĕчĕк сăнарсем тĕп героя уçса пама кирлине те асăнчĕ. «Пурнăçри самантсене хут çине çырса пымалла. Кайран çавсене пухса «пÿремеч» пĕçермелле», — ăс пачĕ Иван Чураль.
Ăсталăх класĕ калаçуран çеç тытăнса тăмасть паллах. Пурте пĕрле калав çырчĕç. Виçĕ карчăк калаçăвĕ мĕн çинче йĕркеленет? Çанталăк, ялти пурнăç, кÿршĕ-аршă çинчен пупленинчен. Çакă çеç-и-ха? Предложени çумне предложени. Çапла майпа сăмах ăстисем салтак кун-çулĕ патне те çитрĕç. «Хайлавра кĕтменлĕх пулмалла», — сĕнÿ пачĕ Анатолий Кипеч. Унăн канашне шута илнĕрен куççуль кăларакан калав пулса тухрĕ. «Юлашки çыру» ят пачĕç ăна.
«Калаçмалли нумай. Авторсен уйăхне пĕрре те пулин тĕл пулмалла. Çыравçăсен вăтам ÿсĕмĕ — 65 çул. Паянхи çамрăксен пурнăçне сăнарлакансем кирлĕ. Ăна çамрăк-сем çеç тăвайĕç», — секци ĕçне пĕтĕмлетрĕç пухăннисем.
Куçри хĕлхем
ЧР Профессионал писательсен союзĕн хастарĕсем тĕрлĕ района, регионсене тухса çÿреççĕ. Кăçал вĕсемпе пĕрле Мальвина Петровăпа Инесса Шашкина çамрăк авторсем те çула тухнă. Çавăнпах вĕсем союзăн Тав хутне тивĕçрĕç. «Чăваш наци радиовĕнче ĕçленĕ май сăвă çырма хавхалану тупăнсах тăрать. Акă «Чĕререн тухакан сăмахсем» кăларăм вăхăтĕнче Иван Иванов шăнкăравларĕ, «вăрлăх» акса хăварчĕ, ăна шăтма çеç пулăшмалла. Пуçри шухăшсене сăвва кăларма май пурри — савăнăç. Шкул вăхăтĕнче пĕлÿ çуртне паллă çыравçăсем килетчĕç: Петĕр Ялкир, Раиса Сарпи… Вĕсем хăйсен сăввисене хут çине пăхса вуласа паратчĕç. «Мĕншĕн пăхмасăр вĕренеймен-ши?» — тĕлĕнеттĕм. Халь хам та çавăн патне çитрĕм. Кĕнеке кăларма укçа çуккишĕн кулянмалла мар. Халĕ хайлавсене интернет уçлăхне вырнаçтарма май пур. Çамрăксем, хутшăнăр, аслисем, туртăнăр», — чĕвĕлтетрĕ Мальвина Петрова. Тулли верси…
www.hypar.ru
Валентина СЕЛЕНИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.