«Çамрăк çыравçăсем пур, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ»

25 Юпа, 2019

«Çапларах-им вăл — яшпа хĕр хутшăнăвĕ? Малтанхи тапхăрта кăна асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕслĕ, çутă, илемлĕ-и?» — вулакана шухăша ярать «Чие çеçкене ларсан…» калав авторĕ Ольга Австрийская. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кĕтмен юрату» кĕнеке кун çути курчĕ. Çамрăк авторсен калавĕсемпе повеçĕсене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ. Аслă классенчи шкул ачисем валли суйланă хайлавсенчен тăракан илемлĕ литература кăларăмĕ 1 пин экземплярпа пиçсе тухнă. Малалла Ольга Леонидовнăна хăйне сăмах парар.

«Кĕтмен юрату» кĕнекене кăларас шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Çамрăк авторсен хайлавĕсен пуххи 2004 çулта «Шурă туй кĕпи» ятпа кун çути курнă. Унта Елен Нарпи, Альбина Мышкина, Ирина Гордеева, Надежда Ильина, Ольга Васильева çамрăк авторсен проза хайлавĕсем кĕнĕ. Унтанпа чылай шыв юхрĕ, вĕсенчен кашниех чăваш литературинче ĕçлесе палăрчĕ. Паянхи кун литературăра ăнăçлă ĕçлекен çамрăк авторсен хайлавĕсемпе паллаштаракан кĕнеке çукчĕ. Палламан авторсен уйрăм кĕнекине кăларсан вулакан ăна алла тытмасан та пултарĕ. Чăваш литературинче çамрăк çыравçăсем çук тени тĕрĕс те мар. Çак кĕнеке урлă пултаруллă авторсем пуррине, вĕсем тухăçлă ĕçленине кăтартас килчĕ. Библиотекăсенче те аслă классенче вĕренекенсем валли паянхи литературăна уçса паракан хайлавсене, калав-повеç пуххисене кĕтеççĕ.
Çак авторсене суйласа илнин вăрттăнлăхĕ те пур ахăр?
— Кĕнекене кĕнĕ хайлавсен авторĕсене — Ольга Австрийскаяна, Николай Андреева, Ольга Васильевăна, Владислав Николаева, Нина Царыгинăна, Дмитрий Моисеева — пĕр тема пĕрлештерсе тăрать: хушăран асаплантаракан, хушăран çунатлантаракан юрату. Авторсене хăйсем пекех çамрăк сăнарсен кăмăл-туйăмĕ, шухăшлавĕ кăсăклантарать.
Кĕнекене алла тытсанах ячĕ тыткăна илет, страница хыççăн страница уçас килет.
— Юрату туйăмĕ кĕтмен çĕртен çын чĕрине тыткăна илет те пуçне çавăрать. Тимлĕхе çухаттарать. Чĕре суйланă çынна вĕçĕмсĕр курас, унпа юнашар пулас, уншăн ырă ĕç тăвас килет. Шăпах çакăн пек лару-тăрăва лекет те Нина Царыгинăн «Кĕтмен юрату» калавĕнчи сăнар.
Çамрăк авторсен çырас ăсталăхне еплерех хаклатăр?
— Хайлавсен пуххине кĕртме кăмăл тунă кашни авторăн стилĕ хăйне евĕрлĕ. Чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем асра юлаççĕ, чылай йĕрки чĕрене кĕрсе вырнаçать, шухăша ярать. Çавăнпа вĕсем çамрăк пулсан та профессионал çыравçă шайне çитнĕ теме май пур. Авторсем хăйсем те çамрăк пулнă май сăнарсене «чĕрĕ» калăплаççĕ. Калав- повеçре сăнарсем кĕсье телефонĕпе хутшăнаççĕ, интернетпа усă кураççĕ.
Кĕнекере ултă автортан виççĕшĕ — арçын, виççĕшĕ — пике.
— Юри çапла суйларăм. Арçынсем пурнăçри асамлă туйăма мĕнле тишкерни тата эпир мĕнле куçпа пăхнине вулакан асăрхатех пуль тетĕп.
Алла тытнă кĕнекен хуплашки çинчи ÿкерчĕк ăшăлăх çуратать. Кашни калав-повеçех ырăпа вĕçленессĕн туйăнать.
— Ÿнерçĕ Екатерина Васильева хăй те çамрăк пулнă май пĕр ÿсĕмри авторсене ăнланать. Черчен, илемлĕ хуплашка хатĕрлесе пачĕ. Юрату — çутă, таса. Сăнарсем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухаççĕ пулсан та чăн юрату вĕсен чĕринче çутă туйăм амалантарать.
«…Çак асамлă туйăм этеме çунатсăрах çÿл тÿпене çĕклеме, ылтăнсăрах пуянлатма, телейлĕ тума пултарать. Митьăн чĕрине юрату ăнсăртран пырса шаккарĕ, хуçинчен ирĕк ыйтмасăр йăва çавăрчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл, кĕтмен юрату тени, çынсене канлĕ çывăрмашкăн та чăрмантарать…» Кĕнекен хыçалти хуплашкинчи цитата мĕншĕн шăпах çак йĕркесемпе шăранчĕ?
— Ку пĕртте ăнсăртран мар. Çак сăмахсем юрату туйăмне пĕтĕмĕшле туллин тата асра юлмалла уçса параççĕ те. Цитата кĕнеке ячĕпе те килĕшсе тăрать, ăна пуянлатать.
Çамрăк çемьесенче сиксе тухакан, пурнăçра канăç кÿмен самантсем тĕл пулаççĕ хайлавсенче.
— Чăн юрату темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме вăй-хăват парать, инкек-синкеке сирет. Çакă мар-и пурнăçра чи пĕлтерĕшли? Шăпах çак шухăш патне илсе çитерет те Дмитрий Моисеев «Шанма пурте пăрахсан та…» калавĕнче. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.