Кĕнеке çÿлĕкĕ

5 Çурла, 2016

Халăх ачи пуласчĕ тенĕ

Анатолий Кибеч ятне илтмен çын Чăваш Енре çук та пулĕ. Вăтăр ытла кĕнеке авторĕ вăл. Анатолий Ильич общество ĕçĕнче те хастар çын, халăх хушшинче час-часах пулать, хаçатра, телекуравра халăха тÿрремĕнех тивекен çивĕч ыйтусене хускатать.

8 Утă, 2016

Питĕ çывăх, ăнланма йывăр Сарпи

Ăна вулаканпа паллаштарма кирлĕ мар — Чăвашра кăна мар, Раççейре те, чикĕ леш енче те унăн ячĕ анлă сарăлнă. Сăввисене, поэмисене, калавĕсене, пьесисене тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă. Вĕсем хуçин ятне вилĕмсĕрлетнĕ. Сăмахăм пирĕн ытарайми Раиса Сарпи çинчен.

20 Çу, 2016

Чăвашăн ташши миçе-ши?

Çак калаçăва пуçарма нумаях пулмасть тĕп хулари «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра кун çути курнă «Вăйăра» кĕнеке хистерĕ. Ытти кăларăмран уйрăларах тăрать вăл. Унта чăвашсен вăйă ташшипе паллаштарнă. Ташă та, тĕрĕ те, юрă та, сăмах пекех — халăх пултарулăхĕн иксĕлми пайĕ.

29 Пуш, 2016

Валентина Тарават: Эп сăвăç кăна мар...

Валентина Тарават /Игнатьева/ — Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн, Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2007 çулта унăн ячĕ Ульяновск облаçĕн ылтăн кĕнекине кĕнĕ, Валентина Николаевна çинчен «Лучшие люди России» энциклопедире те вуласа пĕлме пулать. Ун пирки чăннипех «пур енĕпе те питĕ пултаруллă çын» тенĕ пулăттăм. Вăл поэзипе тата прозăпа питĕ туслă, уншăн кĕвĕ-çемĕ тĕнчи те çывăх та хаклă.

5 Нарăс, 2016

Пĕр йăхрисем - пĕр кĕнекере

Атте-анне пурăннă чухне вĕсенчен ыйтса пĕлсе тата архиври документсене тĕпчесе çемье историне çырас шухăш чылай çул канăç памарĕ. Литература çулталăкĕнче йăхри çынсен асаилĕвĕсемпе усă курса мăнуксем валли «Ĕмĕр асăнмалăх» /Память на века/ кĕнеке хатĕрлесе кăлартăмăр.

Pages