Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кăмăлсăрринчен пуçларĕ — халăх яваплăха туйманнине сивленинчен.
ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров каланă тăрăх, кивĕ типĕ курăка çунтарнă май иртнĕ эрнере кăна республикра 53 пушар тухнă.
Иртнĕ кану кунĕсенче пулнă 42 пушартан 35-шĕ шăпах курăка чĕртсе янипе сăлтавланнă. Пысăк лаптăксем çуннă: Улатăр районĕнче — 180, Тăвай районĕнче — 80 гектар. 8 тĕслĕхре вут-çулăм çурт-хуралтă çине те сиксе ӳкнĕ: Шупашкарта виçĕ дача çунса кайнă, республикăн тĕрлĕ районĕнче хуçасăр темиçе çурт кĕлленнĕ.
Республикăра пурăнакансен 8% - пенсионерсем, Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Роза Кондратьева вĕсене савăнтарма тивĕç хыпар пĕлтерчĕ: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 6,1% пысăкланаççĕ. Калăпăр, ачаран инвалидсен пенсийĕ 770 тенкĕ хушăнать, вăрçа хутшăннисен, икĕ пенси илекенскерсен, — 818 тенкĕ.
Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тĕпрен юсамалли çулсен сыпăкĕсене палăртнă ĕнтĕ. Етĕрне, Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш районĕсенче — ĕç калăпăшĕ пысăк.
Призыв ыйтăвĕсем, çурхи ейÿрен сыхланасси, чĕр чунсен тĕнчине хÿтĕлесси — çак темăсене паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Çапах калаçу халĕ тĕнчене хумхантаракан тĕп темăран — коронавирус инфекцийĕнчен — пуçланчĕ, унпах вĕçленчĕ.
Канашлăва пуçланă май Олег Николаев инфекцирен сыхланасси пирки сăмах пуçарчĕ. Кунта чи малттанах кашни çын яваплă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Влаçри çынсене ку пушшех пырса тивмелле.