Ăшă хĕл тăкаклă имĕш

6 Ака, 2020

Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тĕпрен юсамалли çулсен сыпăкĕсене палăртнă ĕнтĕ. Етĕрне, Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш районĕсенче — ĕç калăпăшĕ пысăк.

Вăл иртнĕ хĕлле çулсене пăхса тăма янă тăкаксем пысăкланни çинчен пĕлтерни вара самай хивре калаçу çуратрĕ. Министр каланă тăрăх, хĕл ăшă пулнине, температура çине-çинех «минусран» «плюса» куçнине пула пăрлакланнă çулсене ирĕлтерме подрядчиксен хăйăрпа тăвар хутăшĕпе ытларах усă курма тивнĕ иккен: 100 пин тонна — пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах. Çапла, юр пулманнине кура ăна тасатмалли тăкаксем чакнă, çав перекете подрядчиксем шăтăксене саплама янă, çак ĕç валли 1,8 пин тонна ытла асфальтобетонпа усă курнă — иртнĕ çулхинчен вунă хут нумайрах.

Капла калани Иван Моторин вице-премьера тĕлĕнтерчĕ. Ăшă хĕле пула тăкаксем 1,5 хут ӳснине вăл ĕненесшĕн пулмарĕ. Шупашкарта, сăмахран, пачах тепĕр майлă — тăкаксем чакнă. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсен 1 пин километрпа танлашакан сыпăкĕсемшĕн яваплă «Дортех» компанире вара темшĕн пачах тепĕр майлă иккен…

Владимир Осипов «хулари çулсемпе çыхăннă ĕç-пуç урăхларах, кунта транспорт юхăмĕ пысăк» тесе «Дортеха» тӳрре кăларасшăн пулчĕ-ха, анчах Иван Борисович кунпа килĕшмерĕ: «Дортех» çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе çĕнĕ организаци пулни, ĕçе унччен ку енĕпе тăрăшнă предприятисенех явăçтарни, вăл ĕçсен хакне пысăклатни, çав вăхăтрах укçан пĕр пайне хăйĕн аллинче хăварса чăннипе ĕçлекен организацисене сахалрах тӳлени çинчен пĕлтерчĕ.

Калаçăва Олег Николаев та хутшăнчĕ. Республика çулсене пăхса тăма пысăк укçа уйăрать. Анчах пĕр компани, калăпăр, 100 тенкĕ илет, çав шутран 50-шне кăна ĕçе пурнăçлакансене тӳлет. Тĕрĕссипе, ним тумасăр услам илет. «Паллах, çак контракта эсир алă пусман, — терĕ вăл Осипов министр пуканне нумаях пулмасть кăна йышăннине шута илсе, - анчах мĕн пур компани пĕрешкел условисенче пулмалла». Çав вăхăтрах Олег Алексеевич çулсене юсанине километрсемпе, асфальт-бетон тоннисемпе кăна виçнине те сивлерĕ. Подрядчиксене çĕнĕ технологисемпе усă курмашкăн та хистемелле, унсăрăн пахалăх та тивĕçлĕ шайра пулмĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас