Пирвайхи ушкăн больницăран тухĕ

13 Ака, 2020

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кăмăлсăрринчен пуçларĕ — халăх яваплăха туйманнине сивленинчен.

Коронавируса пула стресс-тестсен лару-тăрăвĕнче пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, терĕ вăл, ĕç-пуçа пĕтĕмĕшле илсен тĕрĕслесе тăма май килет пулин те инфекци ернисен шучĕ республикăра талăксерен ӳссе пырать. Çав вăхăтрах çынсем яваплăха туйманни пăшăрхантарать. Ку енĕпе Патриарх та, Митрополит та чĕнсе каланă, анчах кăчкă праçникне паллă тунă май вырсарникун Чăваш Енри чиркӳсенче пурпĕр халăх нумай пулнă. Регион ертӳҫи Мӑнкун тӗлне ҫирӗпрех чару мерисем кирлине палӑртрӗ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов та паянхи лару-тăрура халăх пĕр çĕрте йышлă пухăнассинчен сыхланмалли пирки асăрхаттарчĕ, унсăрăн чирлĕ пĕр çынранах нумайăшне чир ерме пултарать. Çавăнпа çынсене пĕр-пĕринчен май пур таран уйăрма тăрăшмалла. Инфекцирен хӳтĕленес енĕпе йышăнакан мерăсем çинчен каларĕ. Çак кунсенчех медицина ĕçченĕсем валли маскăсен тата хӳтлĕх хатĕрĕсен черетлĕ партийĕ килсе çитмелле. Ӳпкене искусствăлла майпа сывлаттармалли аппаратсене татах туянаççĕ. Тата 50 вырăнлăх тепĕр обсерватор хатĕрлеççĕ. Коронавируспа чирлисем валли уйăракан койка-вырăнсен шутне пысăклатаççĕ.

Сăмах май, çак эрнере чи малтан, икĕ эрне каялла, чирленисен пирвайхи ушкăнне больницăсенчен кăларма палăртнă. Апла-тăк койкăсен пĕр пайĕ те пушанĕ. Чирлисен сывлăхне хакланă май министр тăваттăшĕ пирки «вăтам йывăр» терĕ, «пĕри – йывăр, ăна аппаратпа пулăшма тивет».

www.hypar.ru

Комментари хушас