Дезинфекци ĕҫне вӑйлатма ыйтрĕ
Паян Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлаканĕ Олег Николаев Чӑваш Енре коронавирус инфекцине сарассине чарса лартас енĕпе ĕҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттерчĕ.
"Республикӑра коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳсет пулин те лару-тӑрӑва тĕрĕслесех тӑратпӑр. Граждансен сывлӑхне упрас тесе кирлĕ мерӑсем йышӑнтӑмӑр. Ку ĕҫ малалла пырать. Медицина учрежденийĕсене чирлисене йышӑнма хатĕрлерĕмĕр", — терĕ Олег Алексеевич.





Паян Правительство çуртĕнче республикăра çуркуннехи-çуллахи тапхăрта чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хатĕрленессине, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине, ачасен çуллахи кану вырăнĕсенче профилактика ĕç-хĕлне йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Ларăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.





