Дезинфекци ĕҫне вӑйлатма ыйтрĕ

17 Ака, 2020

Паян Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлаканĕ Олег Николаев Чӑваш Енре коронавирус инфекцине сарассине чарса лартас енĕпе ĕҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттерчĕ.

"Республикӑра коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳсет пулин те лару-тӑрӑва тĕрĕслесех тӑратпӑр. Граждансен сывлӑхне упрас тесе кирлĕ мерӑсем йышӑнтӑмӑр. Ку ĕҫ малалла пырать. Медицина учрежденийĕсене чирлисене йышӑнма хатĕрлерĕмĕр", — терĕ Олег Алексеевич.

Паянхи куна коронавирус ернĕ пациентсене сиплеме 458 койка хатĕрленĕ. Ака уйӑхĕн 20- мĕшĕ тĕлне 609 койка ҫитересшĕн. Ака уйӑхĕн 16-мĕшĕнче республикӑна 176000 маска тата 1100 хӳтĕлев костюмĕ килнĕ. Ҫитес вӑхӑтра тата 10000 костюм килĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алла Салаева мобильлĕ ушкӑнсен ĕҫĕпе паллаштарчĕ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енре общество транспортĕнче дезинфекци епле тунине тĕрĕслекен ĕҫ ушкӑнĕсем те йĕркеленĕ. Олег Николаев дезинфекци ĕҫне тата вӑйлатма ыйтрĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Комментари хушас