канашлусем
Республика кунĕ инкек-синкексĕр иртнĕ
Тунтикун Республика кунне паллă тунăран эрнесерен иртекен канашлу ку хутĕнче ытларикун иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май уяв инкек-синкексĕр аван иртнине каларĕ, ăна пысăк шайра йĕркеленине хăнасем те палăртнă.
Акатуйсем иртеççĕ
Уй-хирте ял хуçалăх ĕçĕсене ирттересси, халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшассипе çыхăннă мероприятисем еплерех пурнăçланса пыни, 1-мĕш телеканал Чăваш Енре йĕркеленĕ «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕ — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура.
Тупăш планпа пăхнинчен пысăкрах
Китайпа çыхăннă ĕçтешлĕх форумне пула хăнасем йышлăн килнипе сăлтавласа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне пухăннисене калас тенине кĕскен пĕлтерме ыйтрĕ, çавна май лару сехете яхăн кăна пычĕ, анчах ку кун йĕркинчи тĕп ыйтусене тĕплĕ тишкерме чăрмантармарĕ.
Чăваш Енре суйлав йĕркеллĕ иртнĕ
Вырсарникун Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сасăлава пĕтĕмлетрĕç.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 14
- 15
- 16
- 17
- 18
- 19
- 20
- 21
- 22
- …
- следующая ›
- последняя »