Акатуйсем иртеççĕ

3 Çĕртме, 2019

Уй-хирте ял хуçалăх ĕçĕсене ирттересси, халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшассипе çыхăннă мероприятисем еплерех пурнăçланса пыни, 1-мĕш телеканал Чăваш Енре йĕркеленĕ «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕн пĕтĕмлетĕвĕ — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура.

Михаил Игнатьев районсенче Акатуй-Сабантуй ирттерме пуçлассине палăртрĕ. Çурхи ака-суха вĕçленсен паллă тăвакан уява хатĕрленнĕ май муниципалитетсен ертÿçисен территорисене тирпей-илем кĕртме манмалла маррине аса илтерчĕ. Ку эрнере 15 районта ĕçпе юрă уявĕ иртмелле. Михаил Васильевич Акатуйсене хутшăнмашкăн районсене каякан информаци ушкăнĕсене çак самантсене сăнама хушрĕ: çÿп-çап пуçтармалли контейнерсен площадкисене мĕнле йĕркелени, çулсен юсавĕ тата строительстви еплерех пырать, ЖКХ объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлеме пуçланă-и е çук-и?..

Михаил Игнатьев Çимĕк çывхарнине, çавна май масарсене тирпейлемеллине аса илтерчĕ: ÿссе кайнă курăка çулмалла, çÿп-çапа турттарса тухмалла. Вăл масарсен тасалăхĕ тăрăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ тата унăн пуçлăхĕ мĕнле ĕçленине палăртма пулнине каларĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. 

Рубрика: 

Комментари хушас