Канашлу

3 Юпа, 2015

Ачалăха хÿтлĕх кирлех

Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вăл ачасене тата çул çитменнисене информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтуран пуçланчĕ.

15 Авăн, 2015

Халăх сĕннисене пурнăçламалла, лару-тăрăва лайăхлатмалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçипе Юрий Васильевпа, Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата тĕп хулан сити-менеджерĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ кан

9 Авăн, 2015

Хула ачисене наци чĕлхине юратма вĕрентессишĕн

20 çул каялла, эпир студент чухне, хула ачисене чăваш чĕлхине вĕрентекенсем учебниксемпе меслет кăтартăвĕсем çуккипе хытă нушаланатчĕç. Университетри преподавательсем пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханса пире, çамрăксене, кĕнеке хатĕрлес ĕçе хутшăнма сĕнетчĕç. Телее, çакнашкал лару-тăру пирки халĕ иртнĕ вăхăтпа кăна калаçатпăр. Кĕнекесем пур, анчах вĕсене тăтăшах лайăхлатса, паха материалсемпе пуянлатса пымалли пуриншĕн те паллă.

1 Авăн, 2015

Ача-пăча канăвĕ, Çĕрпÿ кĕперĕ, ăнăçсăр проект...

Пĕлÿ кунĕ çитнĕ май республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу Чăваш Енри вĕренÿ тытăмĕ çак уява еплерех хатĕрленсе кĕтсе илни çинчен калаçнипе пуçланчĕ.

25 Çурла, 2015

Профессие те суйлама пĕлмелле

«Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ» шăпах çак темăпа иртрĕ кăçал республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ. Унта педагогсемпе пĕрлех влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ организацийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ĕç паракансемпе ветерансем хутшăнчĕç.

Pages