Канашлу

28 Раштав, 2015

Рынок, кану, предпринимательлĕх тата ытти ыйту

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Республикăри социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тухса калаçрĕ, «ĕçĕн сăрă рынокне» легализацилес енĕпе хăй ертсе пыракан тытăм туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ.

25 Раштав, 2015

Контрактсем çăмăлттайлăха каçармаççĕ

Эрне пуçламăшĕнче, республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура, патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассипе, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлассипе çыхăннă сферăри çитменлĕхсем пирки самай çивĕч калаçу пулчĕ. Михаил Игнатьев ку енĕпе йĕрке тума, контрактсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаннисенчен çирĕп ыйтма хушрĕ. Кам ĕç çине алă сулса усламшăн кăна çунать, кам такăнтарать?

10 Чÿк, 2015

Тÿлемен налуксем, нушаллă кĕпер

тата пăрлă çумăр та витереймен çул-йĕр организацийĕсем

Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă самантран пуçларĕ - хăйĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева çуралнă кун ячĕпе саламласа чечек çыххи пачĕ, анчах çакă малалли калаçу çивĕчлĕхне нимĕн чухлĕ те чакармарĕ.

Савăнса юрламашкăн тăрăшса ĕçлемелле

3 Чÿк, 2015

Контракта пăсатăн - укçан явап тытатăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер вырсарни кун Египетра Раççей самолечĕ ÿксе арканнă май хурлăх кунĕ пулнине палăртса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ. Унтан вара - кăмăлли, наградăсем...

Pages