Рынок, кану, предпринимательлĕх тата ытти ыйту

28 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Республикăри социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тухса калаçрĕ, «ĕçĕн сăрă рынокне» легализацилес енĕпе хăй ертсе пыракан тытăм туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Роза Алексеевна палăртнă тăрăх - кăçалхи 9 уйăхра взнос тÿлекен 25,1 пин çын отчет панă, çав шутра страховани взносĕ шутланине кăтартса -71 процент, ыттисем - хуçалăхпа финанс ĕçĕ-хĕлне тытса пыман евĕр хуравласа.

Виçĕ енлĕ килĕшÿре республикăри чи пĕчĕк шалу пирки йышăннине пăхăнмасăр 1503 ĕçпе тивĕçтерекен 9,6 пин çынна сахалрах тÿленĕ. Унашкал тĕслĕхсене Шăмăршă, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенче тата Çĕмĕрле хулинче тупса палăртнă. Чăвашстат çирĕплетнĕ тăрăх, вăйпитти халăх йышĕ пĕлтĕрхинчен 13,1 пин çын чакнă. Страховательсен отчечĕсене тишкерни те тара кĕрĕшекенсем сахалланине çирĕплетет, çав вăхăтрах хăйсен ĕçне йĕркеленисем 4,2 пин нумайланнă.

Пенси фончĕ налук, прокуратура органĕсемпе, район администрацийĕсемпе пĕрле пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тÿлекенсене палăртас, «вăрттăн» шалăва легализацилес тĕлĕшпе комиссин 157 ларăвне пухнă, йĕркене пăсакансене явап тыттарнă. Унсăр пуçне «сăрă» шалу ыйтăвĕсен витĕмĕ пирки халăха тăтăшах ăнлантарса панă.

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин çемье тата демографи ыйтăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Аида Ибрагимова ачасен çуллахи канăвне, вĕсен сывлăхне тĕреклетессине, вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе хутшăнтарассине йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ, çитменлĕхсене асăнчĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕн, Чăваш рессовпроф председателĕн çумĕсем Светлана Петрова тата Ирина Филиппова çуллахи канăва йĕркелес енĕпе туса çитерейменнине пĕрлехи вăйпа татса пама сĕнчĕç.

Предпринимательлĕхе аталантарас ыйтусене ЧР Экономика министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Ольга Федорова тишкерчĕ, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Милюхин «Раççейри пысăк социаллă эффективлăхлă организаци» конкурсăн регион тапхăрне пĕтĕмлетнипе паллаштарчĕ.

Канашлăва пухăннисем юлашкинчен социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсен виçĕ енлĕ комиссийĕн 2016 çулхи тĕллевĕсене уçăмлатрĕç.

 

Теги: