Канашлу

7 Ака, 2015

Çĕршыва хÿтĕлес шутлисем ытларах та ытларах

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ валли лицензи парасси мĕнле пыни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Сергей Димитриев каласа кăтартнă.

25 Пуш, 2015

Тĕллевсене палăртнă

Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă семинар-канашлăва кăçал Вăрнар районĕнче йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем малтанах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ялĕнчи сĕт-çу фермипе паллашнă. Кунта 1100 ĕне тăрать. Республикăра кунашкал пысăк сĕт-çу ферми урăх çук.

Пĕр вăхăтра 40 ĕне сăвăнать. Вĕсене сăвакан операторсем çĕнĕ йышши техникăна алла илнĕ. Унсăрăн май та çук, мĕншĕн тесен ĕне сумалли пÿлĕмре автоматикăпа ĕçлекен хатĕрсем вырнаçтарнă, электрон программăсемпе усă кураççĕ.

25 Пуш, 2015

Сĕнÿ-канашпа пуянланчĕç

Муркаш районĕнче хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта 2014 çулхи кăтартусемпе паллашрĕç, кăçалхи плансене палăртрĕç. Канашлăва «Агентство по пчеловодству» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Геннадий Максимов, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина хутшăнчĕç.

Геннадий Антонович пыл хурчĕсене мĕнле пăхмаллине, çуркунне уçă вырăна хăçан кăлармаллине тата ытти ĕç-хĕл пирки каларĕ.

Çак ĕçе çамрăксем явăçни те савăнтарать. Ватăсем вĕсене вĕрентсе пыраççĕ. Акă Николай Данилов 83 çулта, Семен Иванов вара - 85-ре. Вĕсем халĕ те пыл хурчĕ тытаççĕ.

25 Пуш, 2015

Чăваш халăхĕн культури пуян, ăна упраса малалла ăнтăлмалла!

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Улатăрта пулчĕ. Совет Союзĕн Геройĕ П.Макаров ячĕллĕ шкулта ачасене вĕрентессине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

24 Пуш, 2015

Халăхран пухакан сĕт хакне ÿстерсен ял çыннисем республикăна сĕт айне тума шантараççĕ

Михаил Игнатьев иртнĕ кĕçнерникун Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи, Канаш хулинчи вăрçă тата тыл ветеранĕсен пĕр ушкăнне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕпе наградăларĕ.

Pages