Сĕнÿ-канашпа пуянланчĕç

25 Пуш, 2015

Муркаш районĕнче хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта 2014 çулхи кăтартусемпе паллашрĕç, кăçалхи плансене палăртрĕç. Канашлăва «Агентство по пчеловодству» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Геннадий Максимов, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина хутшăнчĕç.

Геннадий Антонович пыл хурчĕсене мĕнле пăхмаллине, çуркунне уçă вырăна хăçан кăлармаллине тата ытти ĕç-хĕл пирки каларĕ.

Çак ĕçе çамрăксем явăçни те савăнтарать. Ватăсем вĕсене вĕрентсе пыраççĕ. Акă Николай Данилов 83 çулта, Семен Иванов вара - 85-ре. Вĕсем халĕ те пыл хурчĕ тытаççĕ.

Муркаш тăрăхĕнче хурт-хăмăр ăстисен династине малалла тăсакансем те пур: Валерий Кондратьев /Катькас ял тăрăхĕ/, Лев Кузеев /Турай ял тăрăхĕ/, Василий Яковлев /Йÿçкасси ял тăрăхĕ/, Константин Антонов /Москакасси ял тăрăхĕ/, Ираида Михайлова /Хорнуй ял тăрăхĕ/, Владимир Михайлов /Ярапайкасси ял тăрăхĕ/. Асăннă ентешсем районта иртекен пыл уявне çулсеренех хутшăнаççĕ, нумай ачаллă çемьесене пулăшаççĕ. Сăмах май, пирĕн районта кашни çулах пыл сăпасĕнче уяв иртет. Унта ытти район çыннисем те хутшăнаççĕ.

Канашлура вĕлле хурчĕсем еплерех хĕл каçни пирки те сăмах хускатрĕç. Иртнĕ çулхи тухăç та кăсăклантарчĕ: ялхуçалăх предприятийĕсенче ăна пĕлтĕр 2 тонна та 660 кг туса илнĕ, фермер хуçалăхĕсенче - 460 кг. Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра пĕр вĕллерен 22 кг пыл пухнă, «Герой» ялхуçалăх кооперативĕнче кăшт сахалрах. Ираида Михайлова хушма хуçалăхĕнче вара кашни вĕллерен 45 кг!

Муркаш тăрăхĕнчи ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен ?фермер% тата хушма хуçалăхсем ытларах «среднерусская» ăрата кăмăллаççĕ. Пыла республикăра тата унăн тулашĕнче вырнаçтараççĕ.

Хурт-хăмăр ĕçне аталантарас тĕлĕшпе те тăрăшаççĕ районта. Иртнĕ çул Чуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Сергей Семенов карас ăсталамалли цех хута янă. Вăл вĕлле тытакансене паха хатĕрпе тивĕçтерет, унсăр пуçне хушма тупăш илет.

Специалистсем канашлăва хутшăннисене пыл хуртне пăхасси тата унăн чир-чĕрĕ çинчен сĕнÿсем пачĕç. 2015 çулта хурт-хăмăрçăсем вĕлле шутне ÿстерме, çĕнĕ ăрат ĕрчетме палăртрĕç.

Илья ЯКОВЛЕВ.

Хурăнкасси ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.