Халăх сĕннисене пурнăçламалла, лару-тăрăва лайăхлатмалла

15 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçипе Юрий Васильевпа, Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата тĕп хулан сити-менеджерĕпе Алексей Ладыковпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлура ытти ыйтупа пĕрлех Шупашкар хула депутачĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвне сÿтсе явнă. Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх - пуху йышне тăватă политика партийĕн представителĕсем кĕнĕ. «Единая Россия» парти кандидачĕсемшĕн Шупашкар хулинчи суйлавçăсен 50 проценчĕ сасăланă, коммунистсен партийĕн кандидачĕсем 15,5 процент сасă пухнă. «Справедливая Россия» партишĕн - 12,98, либерал-демократсен - 8,14:. Ытти партисем 5 процентлă чикĕ урлă «каçайман».

Михаил Игнатьев суйлав вăхăтĕнче пур партишĕн те пĕр пек услови тунине палăртнă, хула влаçĕн тытăмĕнче тăрăшакансене суйлавçăсен ыйтăвĕсене вăраха ямасăр пурнăçлама, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлеме сĕннĕ.

Ю.СТЕПНОВ

Рубрика: 
Теги: 
Автор: