Хула ачисене наци чĕлхине юратма вĕрентессишĕн

9 Авăн, 2015

20 çул каялла, эпир студент чухне, хула ачисене чăваш чĕлхине вĕрентекенсем учебниксемпе меслет кăтартăвĕсем çуккипе хытă нушаланатчĕç. Университетри преподавательсем пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханса пире, çамрăксене, кĕнеке хатĕрлес ĕçе хутшăнма сĕнетчĕç. Телее, çакнашкал лару-тăру пирки халĕ иртнĕ вăхăтпа кăна калаçатпăр. Кĕнекесем пур, анчах вĕсене тăтăшах лайăхлатса, паха материалсемпе пуянлатса пымалли пуриншĕн те паллă. Чăвашла вĕренекен ачан чĕлхи аталантăр тесен вара учительшĕн алла вĕренÿ кĕнеки тытни кăна çителĕксĕр, пĕлÿ патне илĕртмелли темĕн тĕрлĕ меслет те шутласа тупма тивет.

Çуллен вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн тĕрлĕ предмет вĕрентекенĕсен ушкăнĕсенче канашлусем иртеççĕ. Хула шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем вĕренÿ черетлĕ тапхăрне пуçăниччен пĕрле пухăнса хăйсен ĕç-хĕлĕнче сиксе тухакан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Педагог лапамĕн теми кăçалхи çĕнĕлĕхпе - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул патшалăх стандарчĕсем çине куçнипе - çыхăнчĕ: « Универсаллă вĕренÿ ĕç-хĕлне Федерацин патшалăх тĕп стандарчĕсене пăхăнса йĕркелесси».

Йăлана кĕнĕ тĕлпулăва кăçал учительсем ниçта та мар, Республикăри К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче ирттерни ахальтен мар: чăваш классикĕн çулталăкĕ пынă вăхăтра урăхла хутлăх пирки шухăшлама та пултарайман, паллах, вĕсем. Çакăн меллĕхĕ тата та курăнчĕ асăннă мероприятире. Литература музейĕн проекчĕсемпе тĕплĕн паллашма май килнĕрен /унăн ертÿçи Ирина Оленкина канашлу картинче хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ/ малашне вĕренекенсен ушкăнне интереслентермелли вăл е ку меслетпе усă курма пулать. Акă, литературăпа кăсăкланакансемшĕн «Манăн çыравçă пулас килет» тĕлпулусен ярăмĕ усăллă пулассăн туйăнать. Алĕçне юратакансемшĕн тăварлă чустаран юратнă хайлавсенчи чуна çывăх сăнарсене калăплани киленÿ кÿресси пирки те иккĕленÿ çук. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.