Ачалăха хÿтлĕх кирлех
Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вăл ачасене тата çул çитменнисене информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтуран пуçланчĕ.
Информаци технологийĕн тыткăнĕнчи ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвĕ юлашки вăхăтра çивĕчленсех пырать. Çул çитменнисене унран епле хÿтĕлемелле-ши? Коммуникаци хутлăхĕ çав тери хăвăрт аталанса пынине кура аслисем мĕнпур çĕнĕлĕхе ăша хывма, ăнкарма та ĕлкĕреймеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кунĕпех ĕçре, ачасенчен ытларахăшĕ киле таврăннă хыççăн вăхăтне компьютер умĕнче ирттерет. Темĕн те пĕлме юратаканскерсем кирлĕ мар информацие «çăтаççĕ» кăна, математика урокĕнче йывăр задача шутласси мар-çке ку. Шалти ĕçсен Чăваш Енри министрĕ Сергей Семенов, Роскомнадзор Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонид Иванов шăпах çак ыйтупа мĕнле кĕрешни пирки калаçрĕç.
Интернет-провайдерсем информаци çăлкуçĕсене чикĕлеççĕ-ха, анчах та çакă çитĕнекен ăрăва хăрушсăрлăхпа туллин тивĕçтереймест. Ача-пăча порнографине сайта вырнаçтараканĕсем те ютран мар, Чăваш Енре пурăнакансемех. Ашшĕ-амăшĕн компьютер технологийĕн пĕлĕвне ÿстермелли пирки калаçрĕç канашлура. Çак тĕллевпе шкулсенче класс сехечĕсем, семинарсем ирттермелле, мероприятисене интернет-провайдерсене, йĕрке хуралçисене йыхравламалла.
Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов массăллă информаци хатĕрĕсем психикăна сиенлес хăрушлăх кăларса тăратакан информацирен хÿтĕленине çирĕплетсе каларĕ. Çак ĕçе татах та вăйлатма видеороликсем хатĕрлесен аван пулни пирки асăнчĕç Координаци канашĕн членĕсем. Шел те, çул çитменнисен хушшинче преступлени тăвасси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сисĕнмеллех ÿснĕ, 40 проценчĕ йĕркене иккĕмĕш хут пăснă. Спорт кружокĕсене, секцисене вăйлатни, вăхăта уçă сывлăшра ирттерни усал та киревсĕр ĕçсене сахаллатма пулăшать. «Полици тата ачасем», «Чи лайăх полици» акцисем те ырă витĕм кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал çеç хулари компьютер салонĕсенчен çул çитмен 500 ачана кăларса яма май килнĕ.
Канашлура ачасен интересĕсемпе Наци стратегийĕ Улатăр хулинче, районĕнче тата Пăрачкавра еплерех пурнăçланса пыни çинчен муниципалитетсен ертÿçисен тивĕçĕсене пурнăçлакансем сăмах илчĕç. Демографи лару-тăрăвĕ асăннă виçĕ тăрăхра та çивĕч. Çамрăк çемьесем те йышлах мар ку хутлăхсенче. Тăван тăрăх çамрăксемшĕн темрен хаклă пулĕ-ха, анчах та чи малтан ĕç вырăнĕ кирлĕ-çке-ха. «Улатăр - пенсионерсен хули», - тесе ахальтен каламарĕ пуль Улатăр хулин администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Седов. Çапах та лару-тăру питĕ япăх темелле мар - иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçалхи 8 уйăхра Улатăрта 257 ача çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕрхинчен 20 пепке ытларах çуралнă. Кăçал хÿтлĕхсĕр 16 ачана çемьесене вырнаçтарма пултарнă. Александр Викторович Роспотребнадзор ирĕк паманнипе çуллахи вăхăтра сывлăхпа кану виçĕ лагерĕнчен иккĕшне çеç ĕçлеттерме пултарни пирки те асăнчĕ. «Тăрăшсан лагерь уçма кăна мар, Улатăр хулине йăлт çĕнетме те укçа-тенкĕ тупаяттăрччĕ. Çине тăман, шăпăрлансен сывлăхĕ пирки пачах та шухăшламан», - пÿлсех каларĕ Михаил Игнатьев.
Пăрачкав район администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валентина Журина каланă тăрăх, ку тăрăхра та демографи лару-тăрăвĕ савăнтармасть, çапах та пенсионерсен хули темеллиех çук. Шел те, çын вилеслĕхĕ ача çуралнин кăтартăвĕпе танлаштарсан хальлĕхе виçĕ хут ытларах. Юлашки çулсенче инвесторсене илĕртес енĕпе те çитĕнÿсем пур. Çĕнĕ Пăрачкав вăйлă аталанма пуçлани те сисĕнет. Тен, пурăна-киле çамрăксем тăван тăрăхрах йăва çавăрма тытăнĕç? Вĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма уйăрнă çĕр лаптăкĕсене те пысăклатнă. «Сăмах параймастпăр, юлашки икĕ-виçĕ çултах пулмасан та, кăшт каярах пирĕн тăрăхра ырă улшăну пулассăн туйăнать, çĕнĕ çынсем, çĕнĕ ĕçлекенсем районта курăнкалаççĕ», - çирĕплетсех каларĕ Валентина Журина.
Пăрачкав тăрăхĕнче юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăнăçсăр 34 çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 19-шĕ йывăр лару-тăрура. Пăрачкаври интернат çуртра пурăнмалли условисене лайăхлатни пирки те асăнчĕ Валентина Васильевна. Кăçал районти 8 тăлăха хваттерпе тивĕçтерме май килнĕ.
Улатăр районĕнче те вилекенсем çуралакансенчен ытларах. Киря поселокĕнче пурăнакансен йышĕ юлашки çулсенче палăрмаллах чакнă. «Ăнăçсăр, ачисене йĕркеллĕ пăхман çемьесем те йышлă, вĕсенчен ытларахăшĕ - ют регионтан куçса килнисем. Амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр туянса пирĕн тăрăхра тĕпленеççĕ. Шел те, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасшăнах мар. Районти опекăпа попечительлĕх пайĕнче пĕртен-пĕр специалист çеç, вăл пĕччен ĕçлесе çитереймест, çак ыйтăва çитес вăхăтрах татса парсан аванччĕ те», - сăмах илчĕ Улатăр район ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Нина Шпилевая.
Канашлура Шупашкарти шкулсенче Профиль вĕрентĕвĕн концепцине еплерех пурнăçа кĕртни пирки те сăмах хускатрĕç. Паянхи кун тĕп хулари 64 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан 99 проценчĕ Профиль вĕрентĕвне хута янă. Республикăри вĕренÿ ведомствин вăхăтлăх ертÿçи В.Иванов ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан 2-мĕш тата 3-мĕш лицейсене асăнчĕ. Унашкал шкулсем татах та пур. Вĕсенче предметсене тарăннăн вĕрентнисĕр пуçне вăл е ку профессие лайăхрах уçса пама пулăшакан кружок, класс тулашĕнчи тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Комментари хушас