Ача-пăча канăвĕ, Çĕрпÿ кĕперĕ, ăнăçсăр проект...

1 Авăн, 2015

Пĕлÿ кунĕ çитнĕ май республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу Чăваш Енри вĕренÿ тытăмĕ çак уява еплерех хатĕрленсе кĕтсе илни çинчен калаçнипе пуçланчĕ.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тытăмăн кашни картлашки çинче кăшт чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленcе юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçлама кăçал республика 1189,9 млн тăкакланă. Юсавсăр пуçне нухратпа вĕренÿ хатĕрĕсем, столовăйсене лайăхлатма тĕрлĕ оборудовани туянмашкăн та усă курнă. Спортзалсене йĕркене кĕртнĕ. Пурĕ ку яхăнта 29 спортзала юсаса тирпейленĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама пĕтĕм шкула ирĕк панă, анчах хăш-пĕрин тĕлĕшпе асăрхаттарусем пур: икĕ шкул тата пĕр садик хăрушсăрлăх енчен нормăна тивĕçтермен. Вырăнти ертÿçĕсем çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах сирме пулнă - тивĕçлĕ ведомствăсем çакна тĕрĕслесе-сăнаса тăрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен ку вĕренÿ çулне 470 шкул пуçăнĕ, 14120 ача пĕрремĕш класа кайĕ. Шкул тытăмĕнче ашшĕ-амăшĕ хушшинче шăв-шав çĕкленĕ ыйту - хăшпĕр вăтам шкулта вуннăмĕш класс пачах уçăлманни. Çакăн çинчен сăмах тапратнă май министр аслисен лăпланмаллине палăртрĕ: кăçал уçăлманни килес çул та пулмĕ тенине пĕлтермест вĕт. Ачасен шучĕ кашни çул улшăнса тăрать. Акă, пуçламăш классенче вĕренекенсен йышĕ ÿссе пынине пула хуласенчи, район центрĕсенчи шкулсенче иккĕмĕш смена та йĕркелеççĕ. Тĕп хулара, сăмахран, мĕнпур вĕренекенсен 4,2 проценчĕ уроксене кăнтăрла хыççăн каять.

Канашлура сÿтсе явнă иккĕмĕш ыйту та ачасен таврах пулчĕ. Чăваш Енре ачасен çуллахи канăвĕ пирки пĕтĕмлетÿ докладне тума республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сывлăхпа социаллă аталану министрне Алла Самойловăна ыйтрĕ. Алла Владимировна хăйĕн сăмахне лайăххине палăртнипе пуçларĕ. 2015 çулхи сывлăха çирĕплетмелли кампание 78 пин ытла ачана хутшăнтарнă. Ку хисеп пĕлтĕрхинчен 6 процент ытларах. Тăватă тапхăр тăршшĕнче пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи ачасем йышлă пулнине /42,5 пин/ палăртмалла. Вĕсенчен ытларахăшĕ шкулсен çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсенче каннă. Унсăр пуçне федерацин "Артек", "Орленок", "Смена", "Трамплин" лагерĕсенче те каннисем пур.

Калаçăва сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен строительствипе тĕплĕ юсавĕ енне куçарнă май сывлăх министрĕ "Жемчужина Чувашии" лагере ырласа "Тус" строительство фирми ачасен кăçалхи канăвĕ пуçланнă тĕле чăннипех чаплă парне тунине асăнчĕ. "Утес" лагере те çĕнетсе юсама май килнĕ. Шел, муниципалитетсенче ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли обћектсене юсас, çĕнетес ĕçсем валли укçа-тенкĕ тĕллевлĕн уйăрасси пулсах пымасть. Çак сăлтавпах виçĕ лагере кăçал ачасене йышăнма чарнă /Улатăрти "Изумрудный", Етĕрнери "Родничок", Çĕнĕ Шупашкарти "Звездочка"/. Çитес çу валли вĕсем хăйсен алăкĕсене уçчăр тесен халех ăшталанмалла.

Чи пĕлтерĕшли - çуллахи кану вăхăтĕнче ачасем юрăхсăр апатпа массăллă сиенленни пĕртте пулман, ерекен чир-чĕр сарăлнă тĕслĕхе те ниçта та асăрхаман. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Нина Луговская хушса каланă тăрăх - сăвăс çыпăçнă тĕслĕхе те пĕрре те палăртман.

М-7 "Атăл" автомобиль çулĕ çинчи Аслă Çавал урлă каçмалли кĕпере реконструкцилес ыйту - эрнерен эрнене çивĕччисен йышĕнче. Çак обћектпа ĕçсене планпа килĕшÿллĕн август уйăхĕнче вĕçлемелле пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула май килмен. "Чулхула - Ĕпхÿ Федераци çул-йĕр агенствин автомобиль магистралĕн управленийĕ" учреждени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Филиппов канашлура эрнери кашни кун бригада мĕнле ĕç пурнăçлани таранах каларĕ, ĕнерхи кун участокра 63 çын тăрăшнине асăнчĕ пулин те Михаил Игнатьев лару-тăрупа кăмăлсăрланма пăрахмарĕ. Строительсенчен сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне /çак кун чăваш кăйкăрĕ Андриян Николаев çуралнине асилтерсе хăварчĕ/ тăван республика халăхне парне кÿме хистесех ыйтрĕ.

Чăваш Енре Сусăрсен Раççейри çуллахи спартакиади иртрĕ. Çак мероприяти кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников çĕршыв шайĕнчи ăмăртусем республикăна инвестици чылай илсе килнипе те пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ. Çак мероприятие ирттерме федераци хыснинчен 28 миллион тенкĕ хывнă.

Шупашкарти Дементьев урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнакан граждансем пулăшу ыйтса республика ертÿлĕхĕ ячĕпе çыру çырнă. Тин кăна хута янă çурта çырма-çатраллă вырăнта хăпартнă май проект тунă чухне вырăн хăйнеевĕрлĕхне шута илсех пĕтермен. Строительсен йăнăшĕ вара хăйĕн çинчен часах "аса илтернĕ" - çурт стени çурăлма тытăннă. Çитменлĕхе кĕске вăхăтра пĕтерес тĕллевпе "СУОР" тулли мар яваплă обществăн гендиректорĕ Владимир Ермолаев мерăсем йышăннине, палăртнă ĕçсене сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Канашлура çĕнĕ микрорайонта пурăнакансен социаллă ытти ыйтăвĕсене те тишкерчĕç.

Ирина ПУШКИНА

Теги: