Хÿтлĕх

30 Çĕртме, 2015

«Чун канăçлăхне тупатăп...»

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăма аталантармашкăн хывнă тÿпешĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти аслă ăру çыннисемпе инвалидсене пăхса тăракан стационар уйрăмĕнче вăй хуракан Алефтина Салтыковăна Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе тата республика символикиллĕ

27 Çу, 2015

Амăшĕн ăшшине кĕтсе илеймен

Кушак çури тейĕн

Çут тĕнчене тин килнĕ пепке амăшĕ ачашшăн çупăрласа хăйĕн çунатти айне илессе кĕтни кăлăхах пулнă. Çамрăк хĕрарăм ачи тĕрес-тĕкел çуралнишĕн савăнас вырăнне ун пурнăçне тискеррĕн татнă.

13 Çу, 2015

КУÇА КУРĂНМАН СĂВĂС ТАПĂНСАН

Демодекс - куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс. Вăл ÿтĕн çу парĕсенче тата çÿç тымарĕсенче пурăнать. Çак сăвăс пуçарнă чире демодекоз теççĕ. Чир час-часах ÿт çинче те, куç хăрпăкĕсем çинче те палăрать. Пите пÿрлешке евĕр шатрасем тухса тулаççĕ, куç хăрпăкĕсем вĕтĕ çăнăхпа витĕннĕ пек курăнаççĕ, хăш чухне вĕсем тăкăнма та пуçлаççĕ. Куç кĕçĕтет, куççульленет, хупанкисем хĕрелеççĕ.

24 Ака, 2015

Сусăрсем хевтесĕр мар...

Апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществине туса хунăранпа - 90, унăн Чăваш Енри организацийĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине паллă тăватпăр. Епле пурăнать хальхи саманара инвалидсен республикăри пĕрлĕхĕ, уявсене мĕнлерех кĕтсе илет?

17 Ака, 2015

Удостоверени ыйтмалла

Чăваш Енри пенси службине çынсем тăтăшах шăнкăравлама тытăннă. Хваттерсем тăрăх çамрăк çынсем ?пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштаракансем% çÿренине пĕлтернĕ вĕсем. Хайхискерсем 50 çултан çамрăкрах çынсене пенсин пухăнакан пайĕ пирки шухăшлама, килĕшÿ çине алă пусма ыйтаççĕ иккен.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче çак пулăма патшалăхăн мар пенси фончĕсем нумайланнипе çыхăнтараççĕ. Акă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне çеç патшалăхăн мар 24 пенси фончĕ ку тытăма кĕнĕ. Вĕсен ĕçченĕсем клиент базине анлăлатнă май хваттерсем тăрăх çÿреççĕ.

Pages