Хÿтлĕх

18 Авăн, 2014

"Укçа çук!" - тени инвалидсене кÿрентермелли сăлтав мар

"Хисеплĕ Людмила Геннадьевна! Сире судра пирĕн, инвалидсен, прависене хÿтĕленĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче санаторие каймалли путевкăпа тивĕçтерессине каяраха хăварма хирĕçленĕ хыççăн Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви ман валли тинех путевка уйăрчĕ.

12 Авăн, 2014

“Гриша иккĕмĕш пурнăç парнелерĕ”

Яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне тĕл пулсан саваççĕ, çемье çавăраççĕ. Кашниех тĕнчере вĕсенчен телейлĕ çын çуккине ĕнентерет. Ара, çурт ача сассипе тулать-çке. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче пурăнакан Осиповсем те çут тĕнчене килнĕ виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн савăннă. Анчах хĕрĕ Юля сарăмсăр вилни уяр кун аçа çапнă евĕр пулнă.

12 Авăн, 2014

Соцпакет е укçа?

Федераци çăмăллăхĕсене тивĕçлисен 2015 çулта соцпакет е укçа илес тесен кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен шухăшлама вăхăт пур.

Енчен те соцпакета хирĕçлесе çырас шухăш пулсан асăннă вăхăтчен Пенси фондне каймалла. Сăмахран, халĕ вăл социаллă пулăшу вырăнне укçа илет, 2015 çулта вара тÿлевсĕр эмелпе усă курасшăн е тепĕр майлă шухăшлать. Пенсионер шухăшне улăштармасан Пенси фондне кайма кирлĕ мар.

5 Авăн, 2014

Амăшĕн укçипе

Амăшĕн капиталĕ çинчен калакан федераци саккунĕ ĕçе кĕнĕренпе пирĕн республикăра 750 çын ачисене патшалăх укçипе вĕрентес тĕллевпе заявлени çырнă.

Амăшĕн укçипе çемьери кирек хăш ачана та вĕрентме юрать (аслă шкулта е колледжра вĕренме пуçланă вăхăтра 25-рен аслă пулмалла мар çеç). Вăл укçапа вĕреннĕ тапхăрта общежитире пурăннăшăн тÿлеме те май пур – республикăра унашкал 9 заявление пăхса тухнă.

5 Авăн, 2014

Ялта ĕçлесе пурăннăшăн

Ялта 30 çултан кая мар ĕçленисен пенсине 25 процент таран ÿстермелле теççĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех ялта пурăнатăп – бригадăра, фермăра, пекарньăра тата кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Мĕншĕн ял çыннин пенсине пĕтĕмĕшле стажа шута илсе ÿстермелле тумаççĕ, мĕншĕн пĕр вырăнта ĕçленине кăна пăхаççĕ?

Хушаматăма кăтартмастăп.

Красноармейски районĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăр, сирĕн çырăвăра РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пăхса тухса хурав пачĕ.

Pages