Комментари хушас

18 Авăн, 2014

"Укçа çук!" - тени инвалидсене кÿрентермелли сăлтав мар

"Хисеплĕ Людмила Геннадьевна! Сире судра пирĕн, инвалидсен, прависене хÿтĕленĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче санаторие каймалли путевкăпа тивĕçтерессине каяраха хăварма хирĕçленĕ хыççăн Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви ман валли тинех путевка уйăрчĕ. Сире ăнăçусем сунатăп, малашне те пирĕн правасене хастар хÿтĕлессе, çавна май эпир сирĕн ĕçпе яланах кăмăллă пуласса шанатăп".

Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Людмила Бусова ватă çыннăн, Канаш районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан инвалидăн Сергей Русаковăн, çак тавне мĕншĕн тивĕçнĕ-ха? Тĕплĕн çырас тăк - хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Сергей Васильевичшăн прокуратура чăннипех хÿтлĕх органĕ пулса тăни вара куç кĕрет. Тепĕр тесен вăл мĕншĕн тав туни унăн çырăвĕнчен те курăнать. Çапах ĕç-пуçа кĕскен те пулин ăнлантарни-уçăмлатни кирлех.

Инвалид прокуратурăра пирвайхи хут тĕрĕслĕх шырамасть, надзор органĕн ĕçченĕсем хÿтĕлеме тăрăшнине кура шăпах унран пулăшу ыйтать. Сăмах инвалидсене санаторире сипленмелли путевкăсемпе тÿлевсĕр тивĕçтересси пирки. Федерацин 1999 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче "Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен" кăларнă 178-ФЗ / саккунĕн 6.1 тата 6.2 статйисенче инвалидсен социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххипе усă курмалли право пуррине çирĕплетнĕ. Çав шутра - медицина кăтартăвĕсене кура санаторипе курорт сиплевĕнче пулмалли путевка илесси те. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен çуллен укçа уйăраççĕ.

Саккунра çирĕплетнĕ тĕк - ăна пурнăçламалла. Çавна май сиплев кирлĕскерсене путевкăпа тивĕçтерес енĕпе чăрмав пулмалла мар пек. Анчах, пĕлетпĕр, хут çинчи пурнăçра яланах тÿрре тухмасть. Сергей Русакова та путевка паман. Йăлăнса йăлăхнă хыççăн ватă çын прокуратурăна утнă.

Вулакан "Канаш тăрăхĕн çыннин ĕçĕпе мĕншĕн Ленин районĕн прокуратурин хута кĕме тивнĕ?" теме пăхĕ. Çапла, малтан Канаш прокуратуриех ĕçленĕ-ха, анчах кайран материалсем тĕп хулана, Ленин районне, килеççĕ. Сăлтавĕ паллă: явап тытаканни, республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Шупашкарта, шăпах унăн яваплăхĕн территорийĕнче, вырнаçнă вĕт. Çавăнпа судра Ленин районĕн прокуратурин представителĕн тĕрĕслĕх шырама тивет.

- Министерствăн - пĕр хурав: "Укçа çук", - тет прокурорăн аслă пулăшуçи Людмила Бусова. - Çапла, укçи - федерацин, Мускавран килмеллискер. Унтан çителĕклĕ тата вăхăтра куçарманнипе инвалидсене путевкăпа туллин тивĕçтерейменнине сăлтавлаççĕ. Анчах çакна ниепле те тÿрре тухмалли сăлтав вырăнне хума юрамасть. Çакна суд та пĕрре кăна мар çирĕплетрĕ, тавăçсене инвалидсен майлă татса пачĕ.

Русаков тĕслĕхĕнче, сăмахран, министерство 2012 çул валли Мускав 29,111 млн тенкĕ укçа уйăрнине палăртнă. Çав укçапа 25,8 млне яхăн тенкĕлĕх 1661 путевка туяннă, ыттине граждансем сиплев вырăнне тÿлевсĕр кайса килессине йĕркелеме тăкакланă. 2013 çулта асăннă виçе кăшт пĕчĕкленнĕ - 26,7 млн тенке яхăн. 1436 путевка туяннă. Федераци бюджетĕнчен килекен укçапа хальхи вăхăтра инвалидсем 2011 çулта путевка ыйтса панă заявленисене тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. Çакна тĕпе хурса министерство судран унăн йышăнăвне пурнăçлассине каяраха хăварма ыйтнă. Мĕншĕн тесен социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххипе тивĕçтерме ыйтса çырнă заявленисен шучĕ Мускав уйăрнă ассигнованисен виçинчен пысăкрах. РФ Финанс министерствинчен путевкăсем, инвалидсен реабилитаци хатĕрĕсене туянма хушма укçа ыйтса янă çырăва та тăратнă.

Çук, суд министерство позицине йышăнман. Саккунпа килĕшÿллĕн кунашкал тĕслĕхсенче суд актне пурнăçлассине шута илме тивĕç пысăк сăлтавсем пулсан кăна каяраха хăварма юрать. Мĕншĕн тесен апла туни Сергей Русаковăн сывлăха сыхлассипе çыхăннă пăснă прависене чăнласах хÿтĕлессине каяраха паллă мар вăхăта куçарать.

Иккĕленÿсĕр пĕтĕмлетÿ тунă: Мускав çителĕксĕр укçа уйăрать тени инвалидсен прависене пăсмалли сăлтав мар, министерствăн тăкаксене укçапа тивĕçтерес енĕпе бюджет заявкисем тăратас тĕлĕшпе туллин мерăсем йышăнмалла. Кăтартăвĕ, çÿлерех палăртрăм, Анат Сурăм çынни тинех путевкăллă пулни.

Çакнашкал тĕслĕхсем вара - вун-вун. Людмила Бусова та медицинăшăн яваплă ведомство тĕлĕшпе ыйтусем йышлине палăртать. Унăн сĕтелĕ çинче хайхи ĕçсем тĕрки-тĕркипе. Тĕп хулари Ленин районĕнче пурăнакансен тавăçĕсемпе çыхăннисем те пур, çапах тĕп пайĕнче - республикăри ытти хула-район çыннисен нушипе пăшăрханăвĕ.

"Ют" ĕçсем çапла Ленин районĕн прокуратури урлă иртнин лайăх енĕ те пур. Людмила Геннадьевна ăнлантарнă тăрăх - вырăнсенчи прокуратурăсен Сывлăх сыхлавĕн министерствипе "тавлашмалли" опычĕ пысăк тееймĕн, кунта вара çакнашкал ĕçсемпе тавăç тăратакансен прависене хÿтĕлеме хăнăхса-вĕренсе çитнĕ темелле. Çавна май ытти районпа хула прокуратурисем материалсем пухнă, хатĕрленĕ чух асăрхаман самантсемпе ĕçлеме, кăлтăксене пĕтерме май пур. Судра вара, паллă, тепĕр чух вак-тĕвек те пысăк пĕлтерĕшлĕ - мĕнле йышăну пуласси çакăнтан та килет. Ахальтен мар ĕнтĕ вырăнсенчи прокурорсен пулăшуçисем час-часах вăл е ку ыйтупа Ленин районĕнчи ĕçтешĕсем патне шăнкăравлаççĕ - пĕр-пĕр инвалид прависене хÿтĕлемелле чух канаш ыйтаççĕ.

Комсомольски районĕнчен кăна - тăватă теçетке ытла тавăç. Прокурорăн аслă пулăшуçи кашнинпех тимлĕ пулма, тĕплĕ ĕçлеме шантарать. Вăл е ку тавăçа инвалид майлă татса панă хыççăн та алă сулмаççĕ: суд йышăнăвне мĕнле пурнăçланине куçран вĕçертмеççĕ - суд приставĕсем ку енĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслеççĕ.

Çакна та палăртмалла: путевкăсем - социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин пĕр пайĕ кăна. Куславкка районĕнче, сăмахран, хăлха япăх илтнĕ май усă куракан аппарат туяннипе çыхăннă тăкака саплаштарма ыйтнă. А. хăйне врач сĕннĕ модификациллĕ хатĕр туяннă. Сывлăх сыхлавĕн министерстви вара патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн унашкаллине туянмасть, çавăнпа тăкака саплаштарма хирĕçленĕ. Анчах А.-на контрактра пур аппарат тивĕçтермест - ун валли юрăхсăр. Усси çук япала мĕн тума кирлĕ? Япăх илтекенскер аппаратшăн 23 пин тенкĕ тÿленĕ. Унăн та тĕрĕслĕхе прокуратура урлă шырама тивнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ судра "эпир унашкаллисене туянмастпăр" теме пăхнă пулин те Фемида инвалид тăкакĕсене саплаштармалли йышăну кăларнă.

Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕн прокурорĕ çÿлерех асăннă саккун çине таянсах Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан 41 çулти М. интересĕсене хÿтĕлесе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕлĕшпе суда тавăç тăратнă. Пĕрремĕш ушкăн инвалидне реабилитацин техника хатĕрĕсемпе - подгузниксемпе - тивĕçтермелле. Нормăпа килĕшÿллĕн уйăхра 60 штук пулмалла. Хĕрарăм 2012 çулхи раштаврах "Комсомольскинчи ЦСОН" бюджет учрежденийĕнчен нÿрĕке туртса илекен простыньсемпе подгузниксем ыйтса çырнă. Анчах унăн ыйтăвне тивĕçтермен. Ку тĕслĕхре те тĕп хулари Ленин районĕн сучĕ инвалид майлă пулнă: Сывлăх сыхлавĕн министерствин М.-а нормăпа килĕшÿллĕн реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле.

Инвалидсем саккунпа килĕшÿллĕн хăйсене кресло-кÿмесемпе, ытти хатĕрпе тивĕçтерме ыйтаççĕ. Шел те, çакă патшалăх хăйĕн вĕсен умĕнчи тивĕçне пурнăçлама яланах васкаманнипе сăлтавланать. Шăпа тени çак çынсене ахаль те кÿрентернĕ. Апла тăк саккунра пăхнине пурнăçламаллах - çак çынсем хăйсем çине алă сулманнине, патшалăх тĕрев пама тăрăшнине туйса тăччăр.

- Сывлăх сыхлавĕн министерстви хăйсен ыйтăвне тивĕçтермессе, ыйту суд урлă кăна татăласса пĕлнĕ май хăшĕсем тÿрех пирĕн пата килеççĕ, - калаçăва вĕçленĕ май палăртрĕ Людмила Бусова. - Çапла, министерство йывăрлăхне те ăнланмалла. Вĕсем пытармасăрах калаççĕ: пĕрисем суд урлă путевка, тĕрлĕ хатĕр илнине кура черетри ытти çын ыйтăвне татса парасси тата каяраха куçать. Апла пулин те пирĕн позици çирĕп: черет вуçех те пулмалла мар. Хальлĕхе, шел те, вăл пысăк. Çав вăхăтрах пирĕнтен пулăшу ыйтнă пĕр çын калани аса килет. Унăн ывăлĕ те инвалид - Мускавра пурăнать. Вăл тĕп хулара социаллă пулăшу шучĕпе кирлĕ хатĕрсене пĕр чăрмавсăрах тÿлевсĕр илет-мĕн. Ашшĕ çаплах калать: "Эпир вара Чăваш Енре суд урлă кăна илетпĕр. Пĕр çĕр-шывра пурăнмастпăр-им?"

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.