Хÿтлĕх

10 Нарăс, 2016

ÇĂМĂЛ АПАТ КУНĔСЕМ

Подагрăпа /шăмă сыпписенче тăварсем, пуринсем нумайлансан пулакан чир/ аптракансене эрнере пĕрре çăмăл апат кунĕсем ирттерни усăллă. Пахча çимĕç /кунне 1,5 килограмм тĕрлĕрен пĕçерсе/, улма-çырла /1,5 килограмм панулми е хуппине тасатнă апельсин/, тăпăрчă /400 грамм тăпăрч тата 0,5 литр кефир/, сĕт е кефир /1,5 литр кефир е сĕт/ кунĕсем уйрăмах лайăх.

Çăмăл апат çини ылмашăну ĕçне ырă витĕм кÿрет. Çак вăхăтра шĕвек ытларах ĕçмелле! Организма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ чирлине пула чару çук пулсан, кунне 2-2,5 литртан кая мар шĕвекпе тивĕçтермелле.

2 Нарăс, 2016

Кăçалхи çĕнĕлĕхсем

Раççей пенси тытăмĕнче 2016 çулта хальхи тата пулас пенсионерсене, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсене пырса тивекен улшăнусене вăя кĕртнĕ май РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пресс-конференцие йыхравларĕ.

1 Раштав, 2015

"Патшалăх хваттерне сана мар, асаттене панă..."

Мăнукĕ асламăшне пурăнмалли кĕтессĕр хăварнă

Юнашар пукан çине: "Ларас-и е ларас мар-и?" - тенĕн вырнаçрĕ те мĕн çăмăлпа çÿрени çинчен пĕлтерчĕ. Çав самантра куçĕ шывланчĕ, пит çăмарти тăрăх çутă тумлам шăрçаланса анчĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă кинемей пĕчĕк ача пек ĕсĕкленине пăхса лармашкăн чăннипех йывăр пулчĕ. Лăплантарма тăрăшрăм пулин те кÿренĕвне сирмешкĕн хевте çитереймерĕм. Çывăх çыннисем, кинĕпе кĕçĕн мăнукĕн çемйи, улталанă ăна, тăнлавĕсене кĕмĕл тĕс çапнă хунямăшне, асламăшне шăнман пăр çине лартса янă.

25 Чÿк, 2015

ЭНЕРГИ ÇИТЕЛĔКЛĔ-И?

Чылай чухне ывăнчăклăхран çăмăллăнах хăтăлма пулать. Çак тĕллевпе энерги çителĕксĕрлĕхĕ аталанасран сыхланмалла, апатланăва углеводсем кĕртмелле. Углеводсем пачах пулмасан вăй-хал чакать, кăмăл пусăрăнать. Çавăн пекех организмри питĕ кирлĕ белоксем арканаççĕ, ăна белоксемпе çусен ылмашăнăвĕн каяшĕсем наркăмăшлантараççĕ.

Сĕлĕ пăтти

21 Юпа, 2015

КĔРХИ ÇАНТАЛĂК КАВАРЛĂ

Кĕркуннехи нÿрĕк çанталăкра вăрах чирсенчен чылайăшĕ вĕрĕлет. Çак амакран хÿтĕленме тата хăвăртрах сывалма иммунитета çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ.

Иммунитет валли

Пилешĕн /рябина обыкновенная/ 2 апат кашăкĕ типĕ çырлине термосри тин вĕренĕ 0,5 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ пĕр уйăх ĕçмелле. Шĕвек организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет, витаминсемпе тивĕçтерет.

 

Шăнса пăсăлсан

Pages